Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ене кураксем вӗҫсе килни пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ. Вӗсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче асӑрханӑ.
Портал ӗҫченӗсем кун пирки Геннадий Исаков орнитолога ӑнлантарма ыйтнӑ. «Кураксем вӗҫсе килнех пулмалла, мӗншӗн тесен хулара вӗсен йышӗ ӳснӗ. Ҫак хӗлле кунта нумай кайӑк хӗл каҫнине пӑхмасӑр. Ман шутпа, кураксем вӗҫсе килнӗ теме юрать», — тенӗ Геннадий Исаков.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, кураксем пирӗн патра хӗлӗпех пур. Шупашкарта кӑна 100-тен сахал мар хӗл каҫаҫҫӗ. Ҫапах та хуласенче тата ялсенче курак нумай пулнине кура пӗрремӗш парти вӗҫсе килнӗ теме юрать.
