Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗрӗ» галереийнче «Бичурин и мы: диалог времён» (чӑв. Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен диалогӗ) курав уҫӑлнӑ.
Унта Чӑваш Енри, Питӗрти, Китайри художниксен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсем — Бичурин ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш пленэра хутшӑннӑ ӑстасем.
Иакинф архимандрит Раҫҫейре китаеведение пуҫарса яраканни. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Agabazar // 2576.77.7363
2026.02.17 20:50 | |
Бичурин Шупашкар районӗнчи Типнер ялĕнче çуралнă (вырăсла — Типнеры, XVIII ĕмĕрте Акулево тенĕ). | |
Agabazar // 2576.77.7363
2026.02.17 20:54 | |
XIX ĕмĕрте «Акулево» текен ят хальхи Шемшер ялне куçнă.
Анчах та вăл ял XVIII ĕмĕрте пачах та пулман. | |
Agabazar // 2576.77.7363
2026.02.17 20:55 | |
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ — Ехрем хуçасен сăпки. | |
Agabazar // 2576.77.7363
2026.02.17 20:57 | |
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ — кунта вара Бичуринсем чӑнах та пурӑннӑ. Ку ял вырӑсла — Бичурино. Анчах та ку ята Бичурин ячӗпе мар каланӑ. Пачах урӑхла, Бичуринӗ хай ял ятне хӑйӗн хушамачӗ туса хунӑ | |
