Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Николай Сувар намӑслантарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.12.2025 07:29 | 350 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Николай Сувар страницинчен илнӗ скриншот
Николай Сувар страницинчен илнӗ скриншот

«Контактра» халӑх тетелӗнче Николай Васильев-Сувар икӗ кун каярах вырнаҫтарнӑ поста ҫак йӗркесен авторӗ паян ирпе асӑрхарӗ.

«Тӑван Шупашкара пырса кӗнӗ чухне эпӗ хама кунти ҫын пек туймастӑп, наци мӑнаҫлӑхне те туйматӑп», — тесе пуҫланӑ Николай Васильев-Сувар хӑйӗн постне.

Чӑваш тӗррин пӗчӗк касӑкӗсӗр тата «Шупашкар» тесе ҫырнисӗр нимӗн те ҫук тесе палӑртнӑ вӑл. «ЭПИР ПУЛНӐ, ПУР, ПУЛАТПӐР» ҫуккишӗн те, «ЧӐВАШЛА КАЛАҪӐР, ЧӐВАШСЕМ!» йыхрава курманнишӗн те пӑшӑрханнӑ.

«ЧЕЧЕК, ШЕВЛЕ, ПУКАНЕ, ПЕХИЛ, ХАЛАЛ...» йышши ятсемлӗ центрсем, лавккасем, кинотеатрсем ҫукки пирки те сӑмах хускатнӑ май республикӑн Культура министерствине сӑмах тӗксе илнӗ.

«Элтепер ӑҫта пӑхать? Намӑс мана сирӗншӗн! НАМӐС, НАМӐС, НАМӐС!», — тесе ҫырнӑ вӑл.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлах, #Шупашкар, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2931.37.5928
2025.12.25 12:52
Agabazar
Николай Васильев-Сувар такамсене пит намăслантарасшăн-ха та, эпĕ вара кунта ăна хăйне кăштах «намăслантарса» пăхасшăн. Ну, намăслантарсах мар ĕнтĕ, ху йышăннă «жанра» кура çапла калатăп.

Вăт эсĕ хăвна «Сувар» тетĕн. Ахăртнех, ку хушамат мар.Псевдоним пекки ĕнтĕ.

Анчах та — мĕншĕн?

Пирĕн тăрăхра тахçан сувар текен халăх пурăннă тесе шутлатăн-и?

Темĕн. Кунта чăнлăх пекки, тен, кăштах пулсан та, пурпĕрех ку ниме те пĕлтермест.

Кун пирки Андрей Сергееич Сараев статйисене вуласа пăхма пултаратăн.

— Сараев А. С. «Cувар» — город или народ? (историография XIX — начала XX в. и дискуссия 1960 — 1980-х гг.) // Современная гуманитаристика. 2025. Т. 1. № 3. С. 66 — 81
—Сараев А. С. «Cувар» — город или народ? (историография XIX — начала XX века и дискуссия 1960 — 1980-х годов) Часть II. // Современная гуманитаристика. 2025. Т. 1. № 4. С. 68 — 81
Лешкукша // 2179.26.2464
2025.12.26 23:44
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
Ялтан // 5726.234
2025.12.27 18:31
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
Ялтан // 5726.234
2025.12.27 18:39
Ҫапах та Шупашкар чӑвашсен тӗп хули пулнине пӗлтерекен пӗр лайӑх йӑла тытӑнса тӑрать-ха:троллейбусра,автобусра чарӑнусене чӑвашла та пӗлтересси.90-мӗш ҫулсенченех пырать.Анатолий Кибеч депутат ҫине тӑнипе пуҫланнӑ тенине те илтнӗччӗ.Юрать-ха ҫавӑн пек ҫынсем пур.
Agabazar // 2456.33.1711
2025.12.30 12:06
Agabazar
Эс вара Болгарский-и е Суварский-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем