Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенче Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ вулакана тата тепӗр паха кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл — Чӑваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Куҫма Турханӑн (1915–1988 ҫҫ.) «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» трилоги-романне тишкернӗ хайлавсен «Икӗ вут хушшинче» ятлӑ пуххи.
Вӗсен авторӗсем виҫҫӗшӗ те Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем — Чӑваш Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Аристарх Дмитриев, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Тутарстан халӑх поэчӗ Ренат Харис.
Асӑннӑ авторсем виҫҫӗшӗ те К.С.Турханӑн вилӗмсӗр романне питӗ пысӑка хурса хаклаҫҫӗ, ку хайлав чӑваш, тутар, вырӑс тата ҫармӑс халӑхӗсен авалхи историне лайӑхрах пӗлме, Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ ҫитес вӑхӑтра «Икӗ вут хушшинче» кӗнекене Шупашкарти филолог-студентсене тата чӑваш литературине чунтан юратакан шкул ачисене парнелеме палӑртать.
Agabazar // 2849.57.4528
2025.12.16 23:07 | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.12.17 12:19 | |
Анкӑ-минкӗ! | |
Agabazar // 1622.82.8846
2025.12.17 22:15 | |
Сĕве шывĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Кузоватово районĕнчи Кузоватово ирçе ялĕ (çав ятлă поççолăкпа ан пăтраштарăр) таврашĕнче пуçланть, çурçĕрелле юхать. Чĕмпĕр тĕлĕнче Атăл çумнех пырса çыпçăнаать темелле. Анчах та унпа, Атăлпа, вăл тĕлте пурпĕрех пĕрлешмест.
Каллех — çурçĕрелле. Тăхăрьял витĕр иртет. Пăва хули, Аппас тата ыттисем... Анатарах та чăваш ялĕсем пур. Сăмахран, Хайпăç районĕнчи Кÿлпуç. Юхса кĕрет Атăла хальхи Сĕве чукун çул станцийĕ тĕлнелле. Пурăнан вырăнне Нижние Вязовые теççĕ. Чăвашла — Сĕве-Хурамал. Егдажъ преплавишася Суру рѣку, тогда и Черемиса Горняя, а по ихъ, Чуваша зовомые, языкъ особливый, начаша встрѣчати по пяти сотъ и по тысящѣ ихъ, аки бы радующеся цареву пришествію: понеже въ ихъ землѣ поставленъ оный предреченный градъ на Свіягѣ. | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.12.18 07:05 | |
Сĕве яланах Атăла юхса кĕнĕ! Малашне те ку çапла пулĕ!
Нимле Агабазар та, Мазарбазар та Сĕвене Вислăна е Одера юхса кĕртеймĕç! Валери ТУРКАЙ. 18.12.25 | |
Agabazar // 4156.32.1630
2025.12.18 11:32 | |
Тӳррипе калсан, ӗлӗкхи вӑхӑтсемпе танлаштарсан, хальхи курӑм унчченхинчен чылай урӑхла ӗнтӗ. Ҫав Сӗве-Хурмал (Сӗве станцийӗ) тӗлӗнче, аялта, чӑннипе вӑрмансемпе улӑхсем пулнӑ пулмалла. Куйбышев шыв управне тунӑ хыҫҫӑн пурте шыв тата шурлӑхсем айне юлнӑ. Ун чухнехи Сӗве кайран Сӗве хули ҫӗкленнӗ Ҫавра утрав тӗлӗнче Атӑла юхса кӗнӗ теме пулать. Ҫапла каласан тӗрӗсрех. | |
Agabazar // 1217.18.8159
2025.12.18 19:53 | |
Сӗве шывĕ Атӑла юхса кĕмест тесе каламан. Ку тĕлĕшпе Туркай юлташ самаях анрани вара куçкĕрет. | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.12.19 11:35 | |
Тахçанах ку сайтра тарăн тымар ярса анранăскертен "Туркай юлташ самаях анрани вара куçкĕрет" тенине илтме питех те кăмăллă! Тав! Питĕ савăнтăм эпĕ! Савăннипе вĕçсе çÿретĕп паян кунĕпе!
Валери ТУРКАЙ. 19.12.25. Сочи. | |
Agabazar // 1555.73.7502
2025.12.19 13:08 | |
Калаҫӑва кӑштах анлӑлатар-ха. Вӑт Куҫма Турхан Атӑл тет, Сӗве тет, ытти юханшвсен, ытти топонимсен ячӗсене асӑнать. Сӑмахран, Пӑлана. Урӑхла каласан, ҫутҫанталӑкра, чӑн пурнӑҫра епле — романта та ҫаплах. Пурте тӑрлавлӑ. Анчах та акӑ тепӗр ят — Карлӑ. Мӗн ку? Чӑвашсен кун пек калакан ят ҫук. Апрушнай, Карапай Шӑмӑршӑ, Полтиел, Мӑкӑр, Рункӑ, Сӗвеш тӗлӗсемпе иртсе Пӑва хули патӗнче Сӗвене юхса кӗрекен шыва чӑвашсем Хырла теҫҫӗ. Карлӑ тени вара ҫав шывӑнах тутарла е вырӑсла ячӗ пулать. Мӗншӗн кунта Куҫма Турхан «шӑхӑрса» юлнӑ? Мӗн амакӗ? Шӑмӑршӑри (райцентр) юханшыв пекки те Хырла вӗт-ха, чӑн та, Кӗҫӗнни, Асли мар. | |
х // 3000.76.3861
2025.12.19 16:38 | |
Тĕрĕс, Акапасар! | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.12.20 12:12 | |
Питĕ нумай пĕлнипе муханни - пысăк инкек те çылăх, Агабазар!
Мĕнле хăян эс чăваш халăхне вилĕмсĕр трилоги парнеленĕ Куçма ТУРХАН пирки "шăхăрса юлнă" теме?! Куçма тетемĕр пирĕн географи тĕпчевĕ çырман, чăн-чăн роман-эпопея çырнă! 16-мĕш ĕмĕрте пулса иртнĕ ĕç-пуçсем пирки хальлĕхе пĕр тутар прозаикĕ те Турхан чухлĕ çырайман-ха? Кун пирки эп мар, Ренат ХАРИС татса калать! Савăнмалла, мăнаçланмалла, мухтанмалла чухне эс кунта йĕкĕлтешсе ларан. Кама кирлĕ эс нумай пĕлни?! Кама тĕлĕнтерен эс кунпа?! Ларса çырсам, тăванăм, пĕр-пĕр шедевр, ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче юлатăн! Валери ТУРКАЙ. 20.12.25. P.S. Январьте Куçма ТУРХАН ячĕлле Премин çĕнĕ лауреачĕсен ячĕсем паллă пулаççĕ! Кăштах кĕтсемĕр! | |

Каланӑ вӗт «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» хайлав пӗкӗрӗлме хистемест тесе. Тата мӗн кирлӗ?Е вара пӗкӗрлеме хистет темеллеччӗ-ши? Ҫук пулӗ.
Енчен те Сӗве шывӗ Чӑваш Халӑхӗн сӑнарӗ пек туйӑнать пулсан, ҫакна асра тытмалла: хальхи вӑхӑтра вӑл юханшывӑн пӗр метр, пӗр миллиметр чухлӗ талккӑшӗ те Чӑваш республикин территорийӗнче мар.
Анчах та «Ҫавал Атӑла юхса кӗрет» темен хайӗн хайлавне Куҫма Турхан. «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» тенӗ.