Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче «Кӗр парнисем» ятлӑ ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен пасарӗ малалла пырать. Хула пуҫлӑхӗсем пасарсем валли Шупашкарта 51, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 вырӑн уйӑрнӑ пулсан та ытларах 13-15 вырӑнта суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Елена Таланова пӗлтернӗ тӑрӑх ку вӑл республикӑри ял ҫыннисем ку вӑхӑтра ҫӗрулмине пуҫтарса кӗртнипе ҫыхӑннӑ. Ял ӗҫченӗсем самай ӗҫлеҫҫӗ те ҫавӑнпа та хулана ҫитме вӗсен вӑхӑчӗ ҫук.
Иртнӗ эрнесем хушшинче пурӗ 81 тонна ҫӗрулми, 65 тонна ытти пахча-ҫимӗҫе сутнӑ. Сутнӑ ҫимӗҫӗн хакӗ пурӗ 690 пинпе танлашать.
Пахча ҫимӗҫе ҫак хаксемпе сутаҫҫӗ: ҫӗрулми — 4,5 тенкӗ, ҫарӑк — 5 тенкӗ, кишӗр — 5 тенкӗ, сухан — 11 тенкӗ, купӑста — 3 тенкӗ, ыхра — 40 тенкӗ, панулмисем — 5 тенкӗ, тырӑ — 5 тенкӗ.
