Чăваш чĕлхи
Чăваш чĕлхи
пĕтет тесен,
эпĕ те кăштах
хăрарăм.
Çак шухăшсем
ăçтан вĕсем;
Кам тупнă-ши –
арçын, хĕрарăм;
Халлĕхе
чăваш нумай –
ăçта кăна
вĕсем пурнаççĕ!
Юлашки
çулсенче пĕрмай –
чăваш пĕтет –
тесе калаççĕ.
Кама кирлĕ
çак шухăшсем;
Кама пулăшаç
вĕсем;
Кама-ши
çывăрма памаç
е кун çинче
укçа тăваç;
Ача ман
чăвашла пĕлмест,
ашшĕ-амăш
чăваш пулсан та.
– Вăл чăваш мар –
тейес те килмест,
чăвашла
калаçмасан та.
Ун ăшĕнче
чăваш чĕри,
вăл юнĕпе те
чăн чăваш!
Вăл ман пекех
питĕ вĕри,
çав вăхăтрах
тата йăваш.
Раççей
хулисенчи чăваш,
калаçтăрах
вăл вырăсла.
Парас килет
сире канаш –
шухăшлăр
çапах чăвашла.
Шухăшсем
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...
Save big with our AI-powered traffic ser...
Struggling to get targeted leads to your...
Objav novy sposob, ako si zjednodusit ...
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...
Παραδοσιακό παστίτσιο στο https://www....