
Петĕр Эйзин (Петр Егорович Димитриев) 1943 çулти çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă, Тракри (Красноармейски) район хаçачĕн литĕçченĕ, яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1968 çултанпа, тивĕçлĕ канăва тухичченех, Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă.
1962 çултанпа пичетленет. «Виçĕ хĕлĕх» кĕнекери (1971 çулта В.Тимаковпа тата А.Аттилпа пĕрле кăларнă) унăн «Çураçу» ятлă сăввисен ярăмĕ чăваш поэзине хăйне евĕрлĕ те çĕнĕ сасăллă сăвăç килнине пĕлтернĕ.
Халиччен П.Эйзинăн çакăн пек сăвă кĕнекисем пичетленсе тухнă: «Кăвайт» (1976), «Сар хĕвел» (1979), «Çĕмĕрт çути» (1980), «Тилĕ тус» (1983), «Анне пехилĕ» (1986), «Юлашки çил-тăман» (1991), «Савни юррисем» (2003); вырăсла: «Весенняя капля» (1982).
П.Эйзин — 1980 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. 1994 çулта ăна Чăваш Реслубликин культурăн тава тивĕçдĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă. 1997 çулта вăл Митта Васлейĕ ячĕллĕ премине илме тивĕç пулнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...
Save big with our AI-powered traffic ser...
Struggling to get targeted leads to your...
Objav novy sposob, ako si zjednodusit ...
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...