Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хăш чух, пĕр хушă сулхăнрах пулсан та,
Чĕрре кĕрсех сар июне тиркетпĕр.
Чăрмавлă пек вĕçен-вĕçмен тусан та,
Пăртак çиле те тарăхатпăр эпĕр.
Хĕлле вара, тăман час-час çусассăн
Е сивĕ алхассассăн тапхăр-тапхăр,
Сахал-и тунсăхлатпăр çав çуллашăн,
Ăна аса иле-иле мухтатпăр?!
Ак эп те, эсĕ инçетре те ĕнтĕ,
Сана мĕн чул ăш сăмахпа чĕнмерĕм!
Ху çывăх чух, темле эс хирĕçсен те,
Çук айăпнах пур турĕ чун-чĕремĕм.
Каллех çу килĕ. Ман çех иртмĕ йăнăш.
Хама эп туйăп тăвăлта пек тăтăш.
Тăри юрлать-и янкăр тӳпере,
Садсем те шап-шурах-и çуркунне —
Эп савăнмастăп: чуншăн пурпĕрех
Салхуллă кĕркунне — эс çук чухне.
Ан тив, чашлатăр çумăр час-часах,
Хура кĕр тăтăр сивĕ, ăшă мар.
Хĕвел ан пăхтăр! Маншăн çав-çавах
Вăл сарă çур — пур чух эс юнашар.
Çапла, санпа паллашнăран вара,
Çупа хĕле çухатрĕ çут тĕнче:
Пурнатăп эпĕ икĕ вăхăтра —
Хавас çурпа кичем кĕр кунĕнче.
Ан пултăр хĕл, кĕр пăлтĕр тăхтама,
Çур килтĕр те юлайтăр çу каçмах.
Калаттăн эс: «Вĕçсе ан кай, астуччĕ,
Мана пĕчченлĕхе эс ан хăвар».
Хаваслăхăм виçи чăнах та çукчĕ:
Пыраттăн эсĕ — Савнăç — юнашар.
Паян та эп кив йĕрсемпех кĕретĕп
Çăлкуçла вăрмана, вар-улăха...
Чĕрем çавах ăшша туймасть пĕрре те,
Çак ен те — çакă мар, йăлт урăхла.
Шупкалнă вăл, ун иртнĕ шавĕ-çуйĕ,
Çу кунĕнчех сивлек кĕр çитнĕ пек.
Выля-выля та ăмăртса сар уйăх
Пуç тăрринче чупмасть тин сиккипе.
Пĕлместĕп эп: сана мĕнле пуль мансăр.
Чун çĕкленмест ман: сансăр эп — çунатсăр.
Ăçтан килен, таса çăл шывĕ,
Янравлă сасă кăларса?
Юхатăн тăррăн та сип-сиввĕн,
Хăв хыççăн сулхăн хăварса?
Вăй-хăватпа тапса тăратăн,
Сиксе чупатăн васкаса.
Чуна асамлăн тыткăнлатăн,
Илемлĕ юрă юрласа.
Эп ирте каç кунта килетĕп
Сан кĕввӳпе хавхаланма.
Шăнкрав пек сассуна итлетĕп,
Санран пĕлместĕп уйрăлма.
Куç илейми савса пăхатăп,
Çут кĕмĕл евĕр шыв питне,
Кăтра хумсем çинче куратăп
Таса та тăрă тӳпене.
Юхсам эс ирĕклĕн, мухтавлăн,
Пул ĕмĕр-ĕмĕр умăмра,
Сассу сан янкăс шăнкăравлăн
Янратăр уççăн çĕршывра.
Пĕррехинче пуштă хĕрĕ çыру кĕрсе тыттарчĕ. Шурă мăн хут листи çинче мана нумай çул пурăнма сывлăх суннипе пĕрлех çапла çырни пур: «Хисеплĕ çыннăм Асан Уçăпĕ, килме вăхăт тупсам. Темĕнле чĕрчун качака чĕччисене çырта-çырта татать. Икĕ качака пĕрер чĕчĕпе тăрса юлчĕ. Тепри тăваттăран икĕ чĕчĕпе çеç çӳрет. Суранĕсене аран турлетрĕмĕр. Мĕн ку? Пулăшсам. Чылайранпа пĕлекен тусу Пракуç ывăлĕ Крунит».
Крунит çырăвĕ шухăша ячĕ, çула тухма васкатрĕ.
Çав кун автостанцирен пĕр автобус та рейса тухмарĕ. Леш, çунтармалли шĕвек юлман тет-и. Нумай шутласа тăмарăм, тухрăм та утрăм çуран. Кӳкеç урлă каçрăм, Тутаркассинчен Шуршăла ӳкрĕм, унтан Кукашни çумĕпе Сĕнтĕрвăррине çитсе те тăтăм.
Крунит аппаратпа сăн ӳкерекен маçтăр. Таврари ялсенче тата хулара ăна пĕлмен çын çук та пуль. Вĕсен тĕлне мана тĕп-тĕрĕс кăтартса ячĕç. Урамне тем тарăнăш çырма уйăрса тăрать. Ун пекки Кавказ тăвĕсем хушшинче те курман эпĕ. Çырма тĕпне çитме çĕр, çӳлелле хăларма çĕр утăм çурă тума тиврĕ.
Çурчĕ-йĕрĕ хăтлă Крунитăн. Кил хуçи мана курса пӳртрен васкаса тухрĕ, хыçалта — арăмĕ.
— Сана, Уçăп, чăнах та тус теме юрать. Çырăвне виçĕ кун каялла çеç çырнăччĕ, эсĕ пур çитсе те тăтăн. Автобус хăвăрт çӳрет çав, — сăмахĕсене чăх сăхса çитерейми калаçрĕ кĕтсе илекен.
Малалла
Вĕлтĕртетсе шур лĕпĕш ӳкнĕ евĕр
Ӳкет те юр пĕрчи туту çине,
«Йӳçек-и?» — тетĕн эс. Телейлĕ эпĕр,
Пĕр пек пайлатпăр савнăç тӳпине.
Самант — юри пуль — пăрăнса каятăн,
Кӳреннĕн эп пыратăп сан патна.
Çул хĕрринче юлать эс çырнă ятăм,
Çыратăп юнашар эп сан ятна.
Тытатăн аллăмран. Ытараймасăр
Тăнлатпăр пĕр-пĕрне, ута-ута,
Е чарăнсах тăратпăр та... Сăмахсăр
Пуплет каллех асамлă ик тута.
Санпа çапла çӳрерĕм чылайччен,
Арканчĕ шухăш — юлтăм эп пĕччен.
Çутă кĕмĕл сывлăм
Ӳкнĕ таврана.
Ирхи уçă сывлăш
Ачашлать чуна.
Вăштăр кăна вăштăр
Ашă çил вĕрет,
Тусăм евĕр вăрттăн
Чуп туса илет.
Сад пахчи пит капăр,
Ларнă чечеке.
Юрлать тапхăр-тапхăр
Унта сар пике.
Манăн шухăш-кăмăл
Унпала ялан.
Ĕçлеме те çăмăл
Чун савни пулсан.
Пурнăçăмăр селĕм —
Ешĕл çуркунне.
Юрлар, сар пикеçĕм.
Савар пĕр-пĕрне.
Çутă кĕмĕл сывлăм
Ӳкнĕ таврана.
Эп сунатăп ырлăх,
Тусăмçăм, сана.
Чăваш каччи Сар Иван,
Хĕвел ансан, каç пулсан,
Ял улăхне эс тухсан,
Çут çăлтăр пек курăнсан,
Яшсем сана сырăнсан,
Çамрăк чунăм савăнать,
Çимĕк çитнĕн туйăнать.
Чăваш каччи Сар Иван,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан,
Вăйă карти пухăнсан,
Тăсса ярсан купăсна,
Шăрантарсан юрруна,
Çамрăк чунăм савăнать,
Çимĕк çитнĕн туйăнать.
Чăваш каччи Сар Иван,
Эпир санпа тĕл пулсан,
Пĕрне-пĕри пуç тайсан,
Пĕрне-пĕри ыр сунсан,
Чунтан-вартан юратсан,
Çамрăк чунăм савăнать,
Çимĕк çитнĕн туйăнать.
Хитре çапла килсе курни,
Пĕрне-пĕри хисеп туни.
Мĕнле аван чун-чĕрене
Ял-йышпала пĕрле чухне.
Анса пулсан тырри-пулли —
Ĕçме-çиме сĕтел тулли.
Мĕнле аван чун-чĕрене
Ял-йышпала пĕрле чухне.
Тухас килмест çак кил-çуртран,
Килĕштерсе пурăннăран.
Мĕнле аван чун-чĕрене
Ял-йышпала пĕрле чухне.
Çĕре-шыва сума сăвар,
Шуçăмпалах ĕçе тухар
Мĕнле аван чун-чĕрене
Ял-йышпала пĕрле чухне.
Çуралнă килтен тухса кайма хатĕрлентĕм. Асанне ăсатма тухрĕ. Пӳрт умне чăхсем кĕрсе тулнă.
— Кăш-ша! Тăранман пырсем!
Чăхсем тĕкĕсене вĕçтере-вĕçтере сирпĕнчĕç, суллакан çуначĕсенчен варкăш çил тухса пите çупăрларĕ.
Çуркунне. Çурт аркисенчен патлатсах тумла тумлать. Сулхăнран хĕç тăршшĕ шĕп-шĕвĕр пăр катăкĕсем çакăнса тăраççĕ.
— Тăхта-ха, Тульă. Чăхсене куртăм та ас илтĕм. Пӳртре мĕн каламалли пурччĕ ман, мĕн каламалли пурччĕ, тесе анрашса-минрешсе лартăм. Ĕнер, авă, леш шап-шурă чăхха упераци турăм.
— Мĕнле операци тата? — тĕлĕнетĕп эпĕ. — Эпĕ автан çăмартине каснă пек-и?
— Çук, эп çĕçĕ тытман. Аслаçу такасене тасататчĕ. Эпĕ путек урисене кăна тытнă. Тӳрккĕ пĕçернĕччĕ те, çисе ярайманни пурĕ-пĕрех хытса кайнă. Таçта васкарăм, ват пуç: шултăрарах таткаларăм пулмалла. Юрать, пӳртре нумай тăмарăм. Тухрăм та, эп-пей! Ман шур чăх юр çине выртнă, вĕçекен шуракăш пек çунаттисене сарса янă. Хăй мăйне çеç çĕклеме хăтланать. Шереметĕн, вăйĕ пĕтнĕ. Çапла çав, ара, çапла. Мĕн чĕмери пулчĕ сана? Юра аша-аша тытап: Ей, турă, мăйĕнче. Эс пилляртла вылякан шарик пек чăмака. Тин тавçăртăм, ват ухмах: тӳрккĕ лартнă пырне, тӳрккĕ! Вăт тăрап минресе: пусас-и, теп. Ара, çăва тухнă чăхха ухмах кăна пусать.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 631 632 633 634 635 636 637 638 639 ... 796
|
Шухăшсем
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...