Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрес хывнă хĕвелТăм ӳкнĕ ирХуркайăк çулĕЮрату йĕтесĕАтăл шывĕ юха тăратьЫлтăн вăчăраÇич çунатлă курак

Кĕтсе илни


Куккук каллех авăтма пуçларĕ

Сип-симĕс тумлă ращара.

Сан куçусен таса кăварĕ

Каллех çиçет ман умăмра.

 

Каллех телейлĕ манăн куçăм,

Каллех телейлĕ ман чĕре.

Каллех санпа пĕрле эп, тусăм,

Тухатăп анлă уй-хире.

 

Чунтан кĕтсе нумай эп саншăн

Çунтартăм çамрăк чĕреме.

Тавтапуçах мана манманшăн,

Ютра савманшăн ютсене.

 

Куккук пекки тата мĕн пур-тăр

Хитре сасли, хитре ятли?

Çут тĕнчере тата мĕн пултăр

Таса юратуран хакли?

Хĕвел


Унпа калаçрăм ирхине:

— Кала, хĕвел, епле-ха пулнă?

Эс пурнăç панă тĕнчене,

Чĕр пурнăçсăр хăв тăрса юлнă?

 

Ачашшăн пăхрĕ куçăмран,

Шевлисемпе вăл çупăрларĕ.

Вара хуллен çеç хăлхаран

Хĕвел мана çапла каларĕ:

 

— Нихçан та хамшăн тăрăшман,

Çунатăп тек планетăсемшĕн!..

Сан пек иккен шăпаçăм ман:

Эп тăрăшатăп юлташсемшĕн.

Йĕпеннĕ кантăка тата...


Йĕпеннĕ кантăка тата

Салхун шаккать сирень турачĕ.

Сукмак пушах. Эс çук. Ăçта?

Самантлăх хăть килсе курасчĕ.

 

Ялтратчĕ ăшă куçунта

Ун чух сенкер сирень чечекĕ.

Чуна юрлаттарса, кунта

Тулли телей чупса кĕретчĕ.

 

Сĕм пĕлĕт сив йĕпхӳ тăкать.

Çук, уçăлмасть тӳпе — хуралчĕ.

Куççуль çутиллĕ кантăка

Салхун шаккать сирень турачĕ.

Пĕччен пилеш


Сиксе çунать пилеш кăвайчĕ,

Çунать, тен, уйăпшăн кăна.

Телейĕм ал сулса хăварчĕ,

Эп тавăраймăп, тен, ăна.

 

Хура раща сивлек, хĕвелсĕр,

Çук пĕр сăлтав та савăнма.

Пĕччен пилеш тĕмийĕ евĕр

Туятăп халĕ эп хама.

Тантăшсем


Çĕр çине çынсене тĕлĕнтерме çеç çуралнă пулĕ Алевтина. Ун пеккисене халăхра «шурă курак» теме хăнăхнă. Хăйĕн хăтланăвĕсемпе, тĕнче курăмĕпе тата ытти те, тата ытти те, ял халăхне аптăратсах çитернĕччĕ ĕнтĕ. «Камăн кинĕ пулса кама шар кăтартĕ ĕнтĕ ку хĕр», — текеннисем пайтах пулнă. Кинемейсем уйрăмах Ваçли арăмĕ Марьене шеллерех пăхатчĕç, ара, шăпах вĕсен вăтам ывăлĕ Кĕçтук асапланатчĕ-çке Алевтинăшăн çунса. Ăçтан чăттăр яш чĕри — хĕрĕ — вут-çулăм, сăнĕпе те, пĕвĕпе те илĕртӳллĕ. Ытти яшсемпе кулкаласа, астарса калаçатчĕ пулин те, Алевтина Кĕçтука çеç килĕштерни куçкĕретехчĕ.

Çамрăксем клубалла е урама улаха пуçтарăнсан яланах пĕрлеччĕ Альăпа Костя. Юнашар Алевтинăн чи çывăх хĕр-тусĕ — йăм-хура çуçлĕ чиперкке Лариса.

— Мĕнле пайлатăр эсир Костьăна? — тăрăхлатчĕ вĕсенчен тепĕр чух Ларисăшăн «типекен» Кĕркури. Анчах та хĕр-туссем сăмаха кĕсьерен кăларакан йышшисем мар, шӳтлĕ-йĕплĕ такмаксемпе карма çăварсен чĕлхисене çийĕнчех чартаратчĕç.

Çамрăклăх — чи хаваслă та телейлĕ вăхăт. Пирĕн туссемшĕн чăннипех те савăнăçлă пулнă вăл. Мĕн кăна туман, ăçта кăна çитмен, кама кăна питлемен-ши? Нихăçан та шывпа сапса уйăрас мар пекчĕ вĕсене, нимĕнле хура кушак та чупса иртес пек туйăнмастчĕ вĕсен хушшипе.

Малалла

Хыр йĕпписем


Кĕрхи хĕвелĕн шевлисем

Çӳл тӳперен юхса анаççĕ.

Хĕл умĕн ăвăс çулçисем

Çĕре укçа пек тăкăнаççĕ.

 

Пăхатăп çӳллĕ хыр çине:

Ун йĕпписем сивве туймаççĕ.

Вĕсем чĕр хыр вуллисене

Хĕл каçипех шăнма памаççĕ.

Парнелетĕп сана юрату юррине


Эп утатăп каçхи укăлча тĕлнелле,

Укăлча тĕлнелле, сирĕн кил еннелле.

Парнелетĕп сана юрату юррине,

Юрату юррине, чун-чĕрем парнине.

 

Чун савни, яриех уçса яр кантăкна,

Уçса яр кантăкна, кĕтсе ил эс мана.

Парнелетĕп сана юрату юррине,

Юрату юррине, чун-чĕрем парнине.

 

Эх, хитре çурхи каç — тӳпере çăлтăрсем,

Тӳпере çăлтăрсем, вăйăра çамрăксем.

Парнелетĕп сана юрату юррине,

Юрату юррине — чун-чĕрем парнине!

Ăнса пытăр сухамăр касси


Пурнăçа çĕнетсе пырасси

Килет мар-и пиртен, хамăртан.

Ăнса пырĕ сухамăр касси

Çĕр ĕçне чунтанах юратсан.

 

Ялăм-йышăм ĕçре туптанни

Çĕклет мар-и хĕрӳ чунăма.

Хал парать çут хĕвел ялкăшни

Малалла çĕкленуллĕн утма.

 

Ялăм-йышăм, сана ыр сунса

Ян-ян кайтăр сар кайăк сасси.

Ай, ĕçлер-и çанна тавăрса, —

Ăнса пытăр сухамăр касси!

Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ


Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ,

Çĕвĕ çукчĕ питĕм-куçăмра.

Манăнах та çӳçĕм сар кăтраччĕ,

Сайралса шуралчĕ вăрçăра.

 

Куçăмсем ман çутă çăлтăр пекчĕ,

Çухрăмран паллаттăм çын сăнне.

Сирĕлми сĕм тĕттĕм чатăр карчĕ

Вăрçă вучĕ манăн куç умне.

 

Вăрçăччен калаттăмччĕ эп купăс,

Тăвăл пек ташлаттăм вăйăра.

Çамрăк вăй-хала ылханлă тупă

Илсе юлчĕ юнлă вăрçăра.

 

Вăрçăччен ман тантăшсем нумайччĕ,

Аслисем хавасчĕ пирĕнпе.

Тантăшсем нумайăш ӳксе юлчĕç,

Выртса юлчĕç вăрçă хирĕнче.

 

Вăрçăччен ман кăмăлăм çемçеччĕ,

Хаярлатрĕ вăрçă чунăма.

Мирлĕ пурнăçа сыхласшăн эпĕ

Халь хума та хатĕр пуçăма.

Çутçанталăк илемĕ


Яла канма таврăнсан, тепĕр кунне ир-ирех Çарăмсана пулă тытма кайма шут тытрăм. Çак кун çитессе хула шавĕ-пăчăхĕнче нумай асăннă эпĕ. Тепĕр тесен, сĕтел айĕнчен утса тухма пуçласанах мана кӳршĕри мучи пулла çӳреме вĕрентнĕ.

Тухăçа шурăмпуç карса илсенех сывлăмлă сукмакпа шыв хĕрринелле уттара патăм. Тĕрĕссипе, уттара патăмăр, манпа пĕрле Тузик те пырать. Ăçта унсăр...

Эх, еплерех савăк çуллахи ирпеле! Пуринчен ытла Çарăмсан таврашĕнче! Вырăссен паллă çыравçи Аксаков та, чăваш халăх сăвăçи Шелепи те ахальтен мар ку таврара киленсе çӳреме юратнă, ун çинчен хавхалануллă сăмахсем çырса хăварнă... Чăнах та, кунта сывлăш çав тери уçă: шерпет ĕçетĕн тейĕн. Вăштăр-вăштăр нӳрек çилĕ, аннен çепĕç алли евĕр, питрен лăпкаса ачашлать. Чечексен ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Кайăксен юрри-кĕвви тата! Еплерех çепĕççĕн кĕвĕлет шăпчăкĕ — çутçанталăк юрăçи. Тăри хĕвел еннелле çӳле хăпарнă та пĕр вырăнта вĕçи-вĕçми тăрать. Тен, вăл темле асамлă кашта çине ларнă та капăр тӳперен хăйĕн кĕввине таврана салатать? Чарлансен чăр-чар! сасси, шыв патшисем кунк-кунк! тени, пулăсем чăмпăлт та чăмпăлт! сикни... Çаксене пурне те питĕ ăста эрешленĕ симфони темелле. Пĕлесчĕ: хăшĕ вĕсенчен дирижерĕ? Тен, тӳпери тăриех мар-ши?

Малалла

■ Страницăсем: 1... 630 631 632 633 634 635 636 637 638 ... 796

Шухăшсем