Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрес хывнă хĕвелВăрман ачисемХĕçпе çурлаХум пӑшӑлтатӑвӗИлемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеЯл калавĕ

Уйри йĕтем çинче çапатчĕç авăн...


Уйри йĕтем çинче çапатчĕç авăн

хĕрарăмсем сулмаклă тăпачпа.

Тар каснăран хуралнăччĕ, çĕр чавнăн,

Пир кĕписем — йĕпеннĕччĕ лачкам.

 

Мĕскер кăна курмарĕ пирĕн ӳсĕм?

Паян ун аллинче машшин улать.

Çавах пуçри сайра вăрман пек çӳçĕм

çитес çулсен усравĕнче юлать.

 

Ĕçри халпа çуралнă чи сулмаклă

кĕлте, çĕмел сăмахсене чĕлхе

пăрахрĕ асăнма ĕмĕрлĕхе:

асра вĕсен пĕлтерĕшĕ сăваплă.

 

Чĕре тесе, анне кĕтмен çĕртен

машшин лартса паманшăн хĕпĕртем.

Разъезд...


Разъезд. Иртетчĕ пуйăс ухлатса,

ăна кĕтме ача чупса тухатчĕ.

Сăр тĕтĕм çеç юлатчĕ татăлса,

васкавлă пуйăс малаллах чупатчĕ.

 

«Пуç хунă аçăр вăрçă хирĕнче», —

выртать килте хура хыпарăн хучĕ.

Çук, ĕненмест ача. Ун чĕринче

сӳнмесĕр амаланчĕ шанчăк вучĕ.

 

Пĕр вĕçĕм иртрĕç вăрăм пуйăссем,

янрарĕ чугун çул сасси хавассăр.

Те пĕтрĕ пăс? Те илĕртрĕç уйсем?

 

Ак чарăнса тăрать пĕри ним сассăр.

Салтак çĕре туяласа анать:

— Атте! — мăйран ачи ун уртăнать.

Сăвап сана, серте-пултранлă çĕр!..


Вениамин Тимакова

 

«Сăвап сана, серте-пултранлă çĕр!» —

тесе ман калама нумай сăлтавăм.

Мĕнле чăваш чунне хăвармĕ йĕр

çав икĕ курăк? Именмесĕр савăн.

 

Çăва тухсан, ĕçчен чăваш сĕтелĕ

серте-пултран яшкисĕр тулăх мар.

Ăна çисен çеç чăн чăваш хевтеллĕ:

куç-пуçĕ те чăл-чал, утти вăр-вар.

 

Туйман-и вăрçă пусăмне тус-йышăм?

Шăлне шаккатчĕ выçлăх-çĕрçăтман.

Эпир унран (ку чăнлăха эс йышăн)

серте-пултран яшкисĕр çăлăнман.

 

Сирсе пăхсан кунçулăн чаршавне,

туртать чун йывăр кăмăлăн лавне.

Таркăн


Шупашкарта

Ак тухрăм эпĕ Атăла та...


Ак тухрăм эпĕ Атăла та...

Каятăп, тусăм, сывă пул!

Асра сана эп ыталатăп,

Кăкру тавра ман сылтăм хул.

 

Туятăп акă: вирлĕ-вирлĕ

Тапать сан çитĕннĕ чĕрӳ.

Ăна халь чĕре-тантăш кирлĕ,

Мĕскер вăл сăвăри хĕрӳ!

 

Тăхта эппин пăртак, ан хуçăл,

Каймастăп эп таçта юта.

Малашлăх ячĕпе чун уçă,

Пĕчченлĕхĕм те çап-çутах.

 

Тĕреклĕ, çирĕп вăйăм-халăм,

Çанталăк çех пăртак йĕпе...

Шупашкара салам эп калăп

Хам тунсăх тусăн ячĕпе.

Ют çĕрте, пĕччен сехетсенче...


Ют çĕрте, пĕччен сехетсенче,

Пуçна йывăр шухăшсем килсен,

Асна ил таçта инçе-инçе

Саншăн çуннă чун пурри çинчен.

 

Асна ил — çак аслă тĕнчере

Шăнăçман чĕре пурри çинчен:

Сан пекех вĕри вăл, çав чĕре,

Сан пекех канусăр та... пĕччен!

Чăвашран сан пекки эп курманччĕ...


Чăвашран сан пекки эп курманччĕ,

Fнчах ман пытарма халăм çук:

Хĕпĕртерĕ те чунăм... хурланчĕ

Санпала юнашар ларнă чух.

 

Сăмаху айĕнче шухăш урăх,

Вăл сана пăхăнтарнă пуль çав.

Çуркунне ешерет йывăç-курăк,

Кĕркунне хăртмаллах вăл çулçа.

 

Ĕмĕрлĕх нимĕн те çук-çке,

Çутçанталăк пире — хăна килĕ.

Çитĕнсе çурăлайнă çеçке,

Сана камăн алли татса илĕ?

 

Асăмра темиçе сăн пур ман,

Кашниех хăйне майлă хитре.

Сан пекки эп çапах та курман,

Сан пекки кунта мар — ĕмĕтре.

Пăсара пирки ĕмĕрте пĕрре суйма та тиврĕ


Пĕр çулхине манăн карчăк йывăрах чирлесе виçĕ уйăх хушши вырăнпа выртрĕ. Хуйхăрнипе хам та чутах чирлесе каяттăм, усал чиртен ыхра çинипе çеç хăтăлкаласа юлтăм.

Карчăк чирлĕ вăхăтра эпĕ яланах шыв кӳме хам каяттăм. Çăл патĕнчен шалтах тĕлĕнсе таврăнаттăм. Кунта кӳршĕ арăмĕсем пуçтарăнатчĕç те, текех ялта курни-илтни çинчен пакăлтататчĕç.

— Паян ирпе Патюн Микихвер кинĕн сурăхĕ икĕ путек туса панă, иккĕшĕ те тата така пулнă, — тет.

— Ĕнер Карсак Çтаппанĕн аслă хĕрĕ икерчĕ пĕçернĕ чух çатмине ӳкерсе çĕмĕрнĕ, тет те, амăшĕ вара кунĕпех хирĕçсе çӳренĕ, тет.

— Вăл хĕртен хĕр пулмарĕ ĕнтĕ. Çăкăр пĕçерме те пĕлмест те, ара вăрçмасăр ăçтан чăтăн... Кăçал хĕлĕпе те ик хутăр çеç тунă, тет.

— Çĕрĕк каçпа тата Таруç инкесем чут çеç вилсе выртман, тет.

— Мĕн пулнă-ши апла?!

— Кĕçĕн кинĕ кăмакине иртерех хупнă, тет те, вара пурне те сĕрĕм тивнĕ, тет.

Мĕн çинчен кăна каламастчĕç-ши вĕсем! Унта Кукша Иванпа Вĕçкĕн Ваççа ыран пĕрле мунча хутса кĕме шутлани çинчен те, Çатма Петĕрĕн арăмĕ виçĕмкун çуллă пăтă пĕçерсе çитерни çинчен те тата тем-тем çинчен те калаçатчĕç. Эпĕ итлесе тăраттам та шалтах тĕлĕнсе каяттăм: пĕрре шыв патне кайнипех пĕчĕк ялти пур хыпарсене те пĕлсе таврăнаттăм.

Малалла

Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă...


Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă,

Эпир сĕмленĕпĕр — çуталĕç çаплипех.

Анчах шанас пулать: çын çăлтăрпа çуралнă,

Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

 

Санпа эпирчченех шавланă çакă тинĕс,

Эпир шăпланăпăр — вăл шавлĕ çав-çавах.

Анчах шанас пулать: ăна илтетĕн тин эс,

Эгем чĕнми пулсан — пĕр хум чарать шава...

Çанталăк çанĕ — чух ула...


Çанталăк çанĕ — чух ула:

Ик-виçĕ шурă пĕлĕт ластăкĕ.

Çĕртме ешерĕвлĕ вăрман,

Хăй çыранне вырнаçнă Атăл...

Куçран çухалчĕ Чулхула.

Тулли тĕнче юрри юрлас теп эп,

Юрлас теп шыв пек вăрăммăн,

Пуçлас теп: чунăмçăм, ан ватăл!..

 

Ан ватăл çак саманара!

Мĕнле инкек-синкек пулсассăн та:

Тусу ан йышăнтăр, савни,

Тĕшленнĕ шанчăк ӳксе вантăр —

Пĕр çавăнпах, çампах вара

Эс хур ӳстерĕн-ши ху сассунта?

Малашлăх, сăвăç, эс шанни,

Пуласлăхшăн чĕрӳ сан таптăр.

 

Телей — ăна хăвалани.

«Хуса çитейрĕм, тытрăм» — терĕн тĕк —

Эс чи хăрушă тыткăнта,

Санран тек нимĕн те кĕтмеççĕ...

Сарлакалан, ăс-хал ани!

Янравлă хĕлĕх, ăса перĕн те —

Кăлар, кăваррăн хыпăнтар

Чун панчине, чĕре тĕпне çит!

■ Страницăсем: 1... 607 608 609 610 611 612 613 614 615 ... 796

Шухăшсем