Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ХусанШевле çутиКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеÇамрăк ĕмĕтКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеВăхăт таппиКăвак çĕмрен

Эп ăнланмастăп çак лăпкăлăха...


Эп ăнланмастăп çак лăпкăлăха...

 

Тăп-тăрă, витĕр уçă шăплăха

Ӳт-пĕвĕмпе эп ĕненместĕп темшĕн.

Санран-ши пĕр сăмах та илтейменшĕн

Хура каçа тăнлать, тăнлать хăлха?

 

Мĕн илтĕп? Шăнкăрав-и шăнкăравлĕ

Йĕс сассипе çурхи кунсем çинчен,

Е сӳрĕк кулă çурăм хыçĕнчен

Чĕре патне çити кĕрсе пăралĕ?

 

Çакна пуласлăх пытармасăр калĕ.

Эп хатĕр. Эп тăп-тăрă, сивĕ халĕ.

 

Тен, сивĕрех илтес сăмахсенчен...

Ваçкă, Ваньккă, Ахмет


Атăл. Ку айкки сăрт, леш айкки тӳрем.

Атăл сарăлса юхать. Кашински пăрахут Куславккаран Хусаналла анать.

Пăрахут çинче аялти хутра пĕр сăхманлă чăваш çăмарта ещĕкĕсем çине таянса тăрать. Шурă хутаç çакнă вăл. Хутаççи çумне пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата çыхнă. Урине шурă чăлха тăхăннă, кивĕрех çăпата сырнă. Чăвашăн хăрах куçĕ пăсăк, хĕрелсе кайнă. Те Хусана, те Самара ĕç шырама каяканскер вăл.

Çак чăваш патĕнчех таса тумланнă вырăссем сĕтел хушшинче чей ĕçсе лараççĕ.

 

* * *

Пĕри, хуçа-прикащăк майлăскер, чăваша:

— Ваççиль Иванч, лапти протавать Касань пошел, хитрый чулавек ты, касански купца хочешь опмануть, Ковалински пасар лапти не хочешь протавать. Ваççиль Иванч, почем лапти? — тесе темтепĕр каласа тек тăрăхлать çак чăваша.

Чăвашĕ итлесе тăчĕ-тăчĕ те ним чĕнмесĕр вырăссем патĕнчен кайса аяккарах, пăрахут машинĕ патне, пулă пички çине, кайса ларчĕ.

Ĕлĕк пăрахутсемпе е чугун çулпа çӳренĕ чух чăваша йĕкĕлтесе хурлантарнине кам курман пуль?

«Российский гражданин, Чуксарский дворянин, лыко да мочало, начинай сначала; Чуксар корот — всем коротам корот», — тесе кулатчĕç чăвашран патша, дворянсен, пуянсен, пупсен саманинче.

Малалла

Эп куратăп...


Эп куратăп:

Типнĕ армути;

Çунат сарнă кайăксен карти

Çурçĕртен кăнтăралла вĕçет.

Шухăшлатăп:

Ку вăл кĕркунне

Канăçсăр, вĕри чунлисене

Пурăнма, çĕнмешкĕн вĕрентет.

 

Эп куратăп:

Пӳлмесем тулли

Çулсерен кĕрет тырри-пулли,

Сахал мар пиçет çырла-улма.

Шухăшлатăп:

Ку вăл кĕркунне

Вĕрентет ĕçченçĕ çынсене

Хăй пекех ыр кăмăллă пулма.

 

Эп куратăп:

Улмуççи çинчен

Татăлса ӳкеççĕ ерипен

Пиçсе çитнĕ йывăр улмасем.

Шухăшлатăп:

Ку вăл кĕркунне

Сăвăсем çырма поэтсене

Пăрахса парать çĕн йĕркесем.

Чечек пек те курăнать...


Чечек пек те курăнать,

чечек пек те мар...

Юрату пек туйăнать

чĕрери кăвар.

 

Юрату-ши, урăх-ши —

ман епле пĕлес?

Кĕçĕр сана курăп-ши?

Тĕл пулан-ши эс?

 

Чечек пек те курăнать,

чечек пек те мар...

Юрату савма хушать, —

эс мана ан чар.

 

Эс мана савма ан чар,

ан хуç чунăма,

чĕрери хĕрӳ кăвар

куçтăр çулăма.

 

Чечек пек те курăнать,

чечек пек те мар...

Юрату пек туйăнать

чĕрери кăвар.

 

Юрату-ши, урăх-ши?

Кам мана калать?

Кĕçĕр сана курăп-ши?

Курасах пулать.

Мăшăр çăлтăр туйĕнче


Амăрткайăкĕ вăратрĕ

Çутă çăлтăр тӳпине.

«Сокол» «Чайкана» юратрĕ,

Ярославна пикине.

 

Халаллатпăр, чĕп кăларăр

Шурă мамăк йăвара.

Амăш евĕр пулччар капăр,

Пулччăр ашшĕ пек хура.

 

Çӳлерех вĕçсе хăпарччăр

Тĕпсĕр космос тĕнчине.

Çăлтăр карапне антарччăр

Уйăх çине, Марс çине.

 

Кĕрĕс, кĕрĕс туй тăватпăр

Шуршăлта, Шупашкарта.

Çăлтăра хĕве хупатпăр,

Пултаратпăр тупата!

Слакпуç чăвашĕ умĕнче


Иванов бульварĕ

Кăмăла лăпкарĕ.

 

Хӳт карти — акаци

Çĕкленет хавассăн.

 

Чул хăма шак-шак —

Атă та пушмак.

 

Лирă пек йăран

Эс кунта куран.

 

Хĕп-хĕрлĕ чечек

Хыпнă çулăм пек.

 

Сăвăçăн чĕри

Çулăм пек вĕри.

 

Иванов анасшăн,

Урампа утасшăн.

 

Яковлевпа Çеçпĕл

Проспекта чĕнеç пек.

Ярмуш


Хамăр тăрăхри çынсем Ярмуш тесен мана пурте пĕлеççĕ.

Пĕр курсан ман пек çынна манас çук.

Эпĕ пысăк, сарлашка, сарă сухаллă çын.

Ĕçке-çике каймасăр юлман: ăçта туй хĕрри — эпĕ те çавăнта.

Туй-шилĕкре:

 

Тринти-тринти çăм тапать,

Кĕрхи-çурхи тиркемест;

Эпир хамăр çавнашкал

Йӳççи-тутли тиркемен.

Ай-ну, май-ну! — тесе сикеттĕмĕр çав. Арăмсем, хĕрсем туйра йăл-йăл кулса пăхса кăна тăратчĕç.

Ĕçкĕ нумайччĕ.

Эпĕ вулăснăй суда çветитле çӳреттĕмччĕ.

Курни курман-и — эпĕ курнă пулаттăм.

Çветитле кайнăшăн ĕçтеретчĕç, укçине те чикеттĕм.

Пĕрре çавăн пек кантурта стришна суйларăмăр.

Çавна суйласшăн хам та хытă кĕрлерĕм пухура.

Суйласан хисепсĕр ĕçкĕ, закуска лартрĕ старшина.

 

Урам варри такăр мар,

Такăрлакан эпир мар.

Çынсем хăйсем пăхăнмасан

Малалла

Малтанхи трактористка


Патриккелĕнче пурăнакан Елизавета Никитична Ястребова колхозницăна сума суса.

 

Кăкри çумне тытса вăл касрĕ çăкăр,

Сăнарăм эпĕ унăн аллине:

Вĕсем çавра_хура çăкăр пек хăмăр,

Вĕсем пĕлеççĕ пурăнăç хакне.

 

Ялта: «Лисук акка», — тесе чĕнеççĕ,

Çапла хисеплесе чĕнет çур ял.

Кун-çул курьерски пуйăс пек иртет-çке,

Сайралнă «йăмăк» текенсем. Сахал.

 

Хăйсен çулне мухтавлăн утса тухрĕç,

Нумайăш килеймерĕ вăрçăран,

Нумайăшĕ хула енне çул тытрĕ,

Тепри таврăнаймарĕ аякран...

 

Ывăлĕсем ашшĕсене манмаççĕ,

Ачисенче тапать вĕсен чĕри,

Мана вĕсем юман пек курăнаççĕ,

Лисук акка — ват хурăнтан пĕри.

 

Çинçе шур хурăн трактор çине ларнă,

Сăмахĕ витнĕ, авнă хурăнă —

Эртел хирне хĕрарăм сухаланă,

Кая хăварнă тепĕр арçынна.

 

Çак хытнă алăсем пĕçернĕ çăкăр,

Ача ӳстернĕ, çапнă кирпĕчне —

Вĕсем, тен, çавăнпа пуль хĕрлĕ пăхăр,

Çу каçиччен пĕлмен каçне-ирне.

Малалла

Хурăнсем çаплах кашлаççĕ...


Эсĕ урăх йĕкĕте юратрăн.

Эп — сана юратрăм чĕререн.

Виçсĕмĕршĕн виçĕ хурăн лартрăм

Эс ялан иртсе çӳрен çĕре.

 

«Эп сана нихçан та манмăп», — терĕм.

«Курăпăр-ха», — терĕн йăл кулса.

Миçе çул ак, чиперккем, чиперĕм,

Калаçмастпăр ĕнтĕ тĕл пулса.

 

Манăн пуйăс аякка васкарĕ —

Юлчĕ виçĕ хурăн шавласа.

Кусрĕ, кусрĕ пурăнăç кăшкарĕ

Ĕмĕр çиппине çăмхаласа.

 

Пĕр хыпар та сан патна ямарăм.

Çӳремерĕм те пырса-килсе.

«Тухса кайрĕ те хайхи, мăнтарăн,

Манчĕ», — тетĕн пуль, аса илсен.

 

Хурăнсем çаплах кашлаççĕ, теççĕ.

Виçĕ хурăн — виççĕш те чĕрех.

Йывăçсем улталама пĕлмеççĕ,

Ыйтăр — калĕç: эсĕ чĕререх.

Çук, ан пар чĕрӳне


Юрату шерпетне

Тумлатса ӳпĕнет

Тӳпере çичĕ çăлтăрлă Алтăр.

Пирĕн пек телейли,

Çакă каç, кам пĕлет.

Пур-ши урăх? Пулсан та сахал-тăр.

 

Именсе пăшăлтатрĕ туту:

«Эпĕ — сан,

Пама хатĕр сана чĕрене те».

Кăкăртан кăларса

Тыттарма май пулсан,

Эс паратăн ăна — ĕненетĕп.

 

Манăн пур пĕр чĕре.

Иккĕ тан кирлĕ мар,

Эсĕ маншăн пĕрресĕр юлас тăк.

Хăвăн кăкăрунтах

Чĕрӳне эс хăвар —

Эп чĕресĕр хĕре юратмастăп.

■ Страницăсем: 1... 528 529 530 531 532 533 534 535 536 ... 796

Шухăшсем