Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСалампиПурăнас килетВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртАндрей ПеттокиÇавал сарăлсанХурапа шурă

Курак хули


Каçар, тăван çырма, килме пӳрмерĕ

Кашни çур кунĕ сан чĕрçӳ çине:

Куллен мала чĕнен çулсен кĕперĕ

Текех васкатрĕ урăх çĕрсене.

 

Паян каллех мана ӳстернĕ çĕрĕн

Йыхравĕпе çитсе, çунатланса,

Куратăп эпĕ — çамрăк, чĕрĕ,

Шыву тӳпе карри пек тап-таса.

 

Хĕл каçипе ачишĕн тунсăхланăн

Хĕвел лăпкать ачашщăн çырана,

Ун пилĕпе çерем çĕре сăрланă —

Хур чĕпписем сăхмалăх курăнать.

 

Кăваккăн йăсланать кушасшăн юшкăн,

Именчĕклĕн тапаççĕ çăлкуçсем.

Сар тутăрлă хĕрсем пек ушкăн-ушкăн

Черченнĕн карталаннă чечексем.

 

Курак сасси яланхилле янравлă

Кăлтăртатать çырма тăршшĕпеле.

Ман Чăваш Ен кураклă та йăмраллă,

Çурхи илем кӳрет кашни киле.

 

Кураксăр йывăçсем салху, илемсĕр,

Вĕсен сассисĕр ял та пушă пек.

Ачалăх пирĕн чухăнрах вĕсемсĕр

Иртетчĕ пулĕ çырмара тӳлек.

 

Кунта эпир çӳлтен çӳле хăпарнă,

Вĕçевшен карăннă ачаш чунсем.

Курак йăвисене хăш чух тустарнă,

Малалла

Тăван кил — пĕрре


Инçе кайма ĕмĕтленетпĕр

Ача чухне тăван килтен.

Таçта телей пайлаççĕ тетпĕр,

Юлас килмест ыттисенчен.

 

Хушса юрламалли:

Тăван кил çурт ăшши

Лăпкать куллен пире.

Çук урăх ун йышши,

Кашнийĕн вăл — пĕрре.

 

Ютра çăтмах та килĕшеймĕ,

Чун лăпланмасть, канмасть.

Тăван йăва — çăтмах этемшĕн,

Çуралнă кил асран каймасть.

 

Çăлкуçсăр типĕ анлă Атăл,

Вĕçеймĕ акăш çунатне кассан.

Вăй пар, кил-çуртăм, тархаслатăп,

Хевтесĕр эпĕ — эсĕ пулмасан.

«Хурланса та йĕрĕç, ячĕшĕн те...»


Хурланса та йĕрĕç, ячĕшĕн те.

Савăнса та йĕрĕ кам та камĕ...

...Ан кӳрен те, ан çиллен те ĕнтĕ:

Эсĕ пулăн — ман ăсатаканăм.

 

Умăмра та пырĕç. Хыçăмра та.

Йăтаканĕ — тертлĕн йывăрланĕ.

Вăхăт витĕр тинкерсе куратăп:

Эсĕ пулăн — юнашар пыранĕ.

 

Чавĕç шăтăк. Тăвĕç хĕресне те.

Тупăкрин шăм-шакĕ тинех канĕ...

...Пурте пăхĕç шăтăка. Пĕр эсĕ

Пулăн пуçсем çийĕн пăхаканĕ.

 

Пуçсем çийĕн, йывăç çийĕн сăнăн

Тӳпене. Унта — ялтравлă каçă.

Пĕлĕн çавăнпа: ăçта ман чунăм...

...Пĕлнĕскер - эс тӳпепе калаçăн...

«Шурă хурăн речĕн...»


Шурă хурăн речĕн

Вĕçсĕрлĕхĕнче

Эс утса çӳретĕн

Шурă юр çинче.

 

Аллăма тăсатăп —

Инçĕш çухалатъ.

Урана пусатăп —

Вăхăт çыхланать.

 

Пурнăç ятлă юмăç

Темĕн йĕкĕлтет:

Тунă утăм — йăнăш,

Туманни — инкек.

 

...Пăтрава сиретĕп

Хама хам çĕнсе...

Эс утса çӳретĕн

Шурă юр çинче.

Мулкач тытни


Пĕррехинче, хĕллехи хĕвеллĕ уяр çанталăкра, эпир Мишукпа сунара кайрăмăр. Çӳресен-çӳресен куян куртăмăр. Куянĕ ик-виç утăмрах ларать иккен. Пăшалпа петĕмĕр, пуля вĕçсе çитеймерĕ. Юр чăмаккипе петĕмĕр, куян вилсе кайрĕ. Мишукпа çĕклеме пуçларăмăр, çĕклейместпĕр. Пĕччен киле çити йăтса çитрĕм. Тирне çивĕч çĕçĕпе сӳме тапратрăмăр. Сĕвĕнмест, алăпах сӳрĕмĕр. Хурана чиксе пĕçересшĕнччĕ, кĕмест, турилкке çинче пĕçертĕмĕр вара. Шӳрпи хытă вĕренипе мулкач турилккерен тухса ӳкнĕ. Кушак курнă та пиçнĕ куяна мăрлата-мăрлата çисе янă.

Мулкач хӳри кĕске пулчĕ, çисе те юлаймарăмăр.

Мĕн вăл юрату


Пбр хĕр çӳçне саратнă, кăпкалатнă,

Çӳхе тути çинче сăр — кĕп-кĕрен.

Шур кăкăрне çурри таран кăтартнă,

Купарчине силлет пусмассерен.

 

Пăхма — чуна çĕклет, тӳрех калатăп,

Ик куç харши — ик пĕкĕ — хуп-хура.

Сăнатăп чарăнса — ыран манатăп.

Эп ăнланмастăп пуль юратура?

 

Теприн пит-куçĕ — амăш панă тĕсĕ,

Çӳçне йӳле вăл янă — шывсикки.

Юхать шур акăш евĕр. Хыççăн эсĕ

Пăшăлтататăн: «Пирĕшти иккен».

 

Тĕллерĕ куçĕпе — чун хĕвелленчĕ,

Хĕм-сĕлкĕш сĕртенчĕ чун хĕлĕхне,

Вăй-халăм çĕтрĕ, юнăм вĕриленчĕ...

Ыйха шыратăп халĕ каçсерен.

 

Ик сарпики те хӳхĕм те ятуллă...

Пуçра ман пăтранать халь пĕр ыйту

(Ун тупсăмне пĕлсен — телейлĕ пулăп);

Мĕн япали вăл чăн-чăн юрату?..

«Ман асăма ыйтмасăрах эс кĕрĕн...»


Ман асăма ыйтмасăрах эс кĕрĕн,

Каç кӳлĕм ăшă çумăр килнĕ пек...

Хура кантăк çине ӳкерĕн терĕ

Куççуль пек йĕрĕ шыв тумламĕпе.

 

Кăвак куçусемпе хирĕç пăхса тинкерĕн.

Ик аллупа мана хулран тытсан

Калас сăмаххăмсем пĕрер-пĕрерĕн

Чĕлхе çинчех шăпланчĕç вутланса.

 

Хама манса, сана чунпа шыратăп,

Анчах эс ĕнтĕ вĕçсĕр инçетре.

Асаплану — ку манăн пысăк айăп —

Манпа туллашĕ тăр пĕчченлĕхре.

 

Телейлĕ чух эс — сан асна эп кĕмĕп,

Асаилӳ çуратмĕ çĕн асап.

Ун чух эп ăçтине, тен, эсĕ пĕлмĕн,

Анчах ыйтмасăр кĕрĕн ман аса.

«Сан ятпа чĕнетĕп эпĕ...»


Сан ятпа чĕнетĕп эпĕ

Çывăх хĕр-тусăмсене.

Хамран хам та тĕлĕнетĕп:

Пĕлтерет-ха ку мĕне?

 

Сан сăнна аса илмесер,

Каласса сисмесĕрех —

Чĕлхене килетĕн эсĕ

Темĕншĕн час-час сĕре.

 

Ăнланатăп: эсĕ манăн

Шанчăкăм, телейĕм мар,

Сан яту, тем асамланăн,

Пулчĕ ман кача тăвар.

 

Хăв сăнна аса илмесĕр,

Хама хам сисмесĕрех,

Сан ятпа чĕнетĕп эпĕ

Хамăн тантăш тус-хĕре.

Ноябрь — чӳк


Çут тĕнчене çĕр каçиччен

Шур чатăр карнă-çке.

Пăхатăп та чӳречерен —

Ытла та капăр-çке.

 

Шап-шурă кĕмĕл хăй çинчен

Тăкать хуллен йăмра.

Çунашкапа тăвайккинчен

Пулать-ши ярăнма?

Туй кĕпи


Паян — Кĕçĕн çăварни. Тӳпе те хĕллехи пек тĕксĕм мар. Ирех хĕвел пăхать. Пӳрт тăрринчен тумла тумлать. Çӳлтикасра туй пулмалла. Халĕ туйсене ĕлĕкхи пек лашасемпе мар, машинăсемпе ирттереççĕ. Ирхинех туй машинисем унталла-кунталла кумма пуçларĕç. Куршак Павăлĕ ывăлне авлантарать.

Куршак Павăлĕн çывăх тăванĕсем, ик-виç çын, туй пуçтарма тухнă. Вĕсем сăра чӳлмекне йăтса, ялти тăванĕсем патне килĕрен-киле кĕрсе тухрĕç. Туй сăрине астивсе пăхрĕç, туй лайăх ирттĕр тесе пехиллерĕç кашниех.

Нинук аппа та ывăлне çапла авлантарма, килне кин кĕртме, мăнукĕсене утьăкка сиктерме ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Çук çав, çырмарĕ Турри...

Ăçтан сиксе тухрĕ-ши вĕсен тĕлне Чечен вăрçи? Мĕншĕн-ха вăл унăн пĕртен-пĕр ывăлне, пĕртен-пĕр шанчăкне туртса илчĕ? Çук, ниепле те йышăнмасть амăш чĕри çакна, килĕшме пултараймасть вăл çак тĕрĕсмарлăхпа.

Паян та акă праçник ячĕпе ирех кăмака хутса ячĕ. Кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерчĕ. Кăмаки ĕлкĕрсен шаркку лартрĕ, кукăльсем хыврĕ.

Тĕлĕкĕнче те час-часах курать вăл Димăна. Акă куннехинче те...

— Анне, эсĕ мана кĕтсе те ывăнтăн пулĕ, кăлăхах хуйхăратăн эсĕ маншăн. Эпĕ тĕрĕс-тĕкелех таврăнтăм, аннеçĕм, — терĕ Дима, юпа пек хытса тăнă амăш патне ыткăнса.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 453 454 455 456 457 458 459 460 461 ... 796

Шухăшсем