Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗХĕллехи каçсенчеКĕмĕл кĕперЯл калавĕĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томÇăлтăрчăксемТĕлĕнтермĕш юмахсем

«Ан кай тесе сана эп каламарăм...»


Ан кай тесе сана эп каламарăм,

мĕнех вара, сан хăвăн кăмăлу.

Хушшăмăрта юлмарĕ пĕртте парăм,

каласшăн: такăр пултăр çеç çулу.

 

Тусан пулса салантăр ушкăн çăлтăр —

çĕр çинчисем параймĕç пулăшу.

Эппин, чĕрем-вулкан чĕтревĕ — çунтăр,

пĕрех ăна кураймĕ сан куçу.

«Кунсем мĕн чухлĕ вăрăм тăсăлаççĕ...»


Кунсем мĕн чухлĕ вăрăм тăсăлаççĕ —

Ман тунсăх чирĕ ӳснĕ çавăн пек.

Санпа ирттернĕ чи кĕске çу каçĕ

Çухалчĕ метеор васкавĕпе.

 

Эп хĕвеле çав ир тухма чарасшăн

тархаслама та хатĕрччĕ ăшра.

Шутланă пуль, айван, тĕнче те маншăн,

хĕвел те, каç та — пурте тыткăнра.

 

Чăнах, упрарĕ çав çĕре ман асăм,

тек каçсене кĕтместĕп тилмĕрсе:

«Текех ан кил, сана эп саваймарăм», —

чи кĕске каç чи вăрăм сăмахсем...

«Ял çумĕн сукмака куçлаймăп...»


Ял çумĕн сукмака куçлаймăп,

Кураймăп тӳпемри çурта,

Ачаш асамлă улăх-айлăм

Илсе тухаймĕ тек унта.

 

Çырла татма çӳренĕ вăхăт

Асра çеç юлĕ асăнма.

Шухăшăмра чечек те пухăп,

Хамра шырайăп сан сăнна.

 

Ятарласа майланă çыхă

Пулмасăрах сан алăра —

Тахçанхиллех, эрленнĕ хыççăн —

Ӳксе çухалĕ авăра.

 

Пуçа пĕксе калла уттарăп,

Хурланăп çамрăк хăртнăра...

Ан пултăрччĕ çеç эрлĕ тарăх

Хушша инçе çул выртнăран.

Апостол


Хĕнерĕ сив çумăр. Çилпе ĕнтĕркерĕм.

Хуллен эп пыратăп апостол-мĕн евĕр.

Христос çырăвне эп пĕр вĕçсĕр вулатăп,

Анчах Раççейре килĕшӳ çук пĕр татăк.

 

Хăш чух сиккипе те... Аран та шăватпăр.

Хăш чух хамăртан куççуль витĕр кулатпăр.

Çук тăнăçлăх пирĕн — ун айăпĕ хамăр.

Каллех илтĕнет ав: «Карета парсамăр!»

 

Каям инçерех эп. Карета парсамăр!

Чуна тăкăс халь суяран. Ан улталăр.

Мана тăрантарчĕç: ик пуç — ăмăрткайăк,

Çĕленĕ-калти те... Халь эп ăçта кайăп?

 

Çил те, пульлисем те — пурте Раççей çийĕн.

Сан мухмăр каллех е ĕçен айĕн-çийĕн.

Турри пĕлĕтрен пăхкалать — халь ун хурлăх:

Раççей ав вилет, вăл выртать çула урлă.

 

Хăçан эс, Раççейĕм, хăçан-ши вăранăн,

Хăçан чĕркуççи çийĕнчен эс тăрайăн?

Куратăн е çук — ав апостол каясшăн,

Ăна çумăр витнĕ. Ăнлан-ха, тархасшăн.

Сунарçăсем


Пĕррехинче эпĕ кушакпа пĕрле сунара кайма тухрăм. Пирĕн çул хула витĕр выртатчĕ. Кушакăм утса пынă чух троллейбуса таптаса лартрĕ.

Часах вăрмана та çитрĕмĕр. Пĕр йывăç айĕнче мулкач куртăмăр. Вăл пирĕнтен хăраса малалла тарчĕ. Эпир ун хыççăн чупма пуçларăмăр. Эпĕ мулкача хăваласа çитсе иртсех кайрăм. Ăна тытас тесе киле кайса вĕрен илсе килтĕм. Мулкач çул çине хунă вĕренрен такăнса ӳкрĕ. Эпĕ ун çине сикрĕм. Ăна киле илсе кайма шутларăм, анчах йăтаймарăм. Кушак пычĕ те мулкача çăмăллăнах çĕклерĕ. Киле çитичченех йăтса пычĕ.

Çак мулкача пĕçерсе çиме шутларăмăр. Ăна хурана хуратпăр — кĕмест, кашăк çине хутăмăр — тулмасть. Кăмаки вĕри пулнипе пирĕн мулкач кашăкран тухса ӳкрĕ. Ăна шăши çисе ячĕ. Хамăр мулкач ашне тутанса та кураймарăмăр.

«Çурт çӳллĕш хумсемпе карап кĕрешрĕ...»


Çурт çӳллĕш хумсемпе карап кĕрешрĕ,

Тăватă талăк ишрĕмĕр эпир.

Юлашкинчен хумсем, вулкан пĕрлешрĕç:

Курил утравĕсем. Тĕтреллĕ ир.

Тул çутăлса килет. Карап çинчен

Вĕрен пусма ӳкет авкаланса.

Тепри сигнал парать çинçен,

Ак ун çине сикетпĕр васкаса.

Нӳр çапнă ĕнтрĕк. Тĕлĕрет çыран.

Ăмăртмалла анатпăр та — строя.

Çитес çĕре утма тивет çуран,

Унта çитме пухатпăр пур вăя.

Унтан вĕри апат, салтак мунчи.

Кĕтсе илет уссиллĕ старшина.

Тем тĕрлĕ халăхăн хастар ачи

Ыйха путать. Казарма шăпланать.

Ирпе «подъем!» янрать те — вĕренӳ.

Пĕрне-пĕри пĕлетпĕр лайăхрах.

Хăватлă туслăх, çирĕп ĕненӳ

Пире çыхăнтарать яланлăхах.

...Кунта эп шанчăклă пулма вĕрентĕм,

Çемье пек туслă пĕр взводра эпир.

Пире ик çуллăх мар, яланлăх пĕрлештертĕр,

Курил утравĕсем, хĕвеллĕ ир.

«Ах, иртнĕ кун!..»


Ах, иртнĕ кун! Вăл ванчăк кĕленче!

Эп ун çинче çара уран тăраттăм:

Умра йăлтăртатсан çĕн тĕссемпе тĕнче,

Ярса пусма, мала утма хăраттăм.

 

Ах, иртнĕ кун! Вăл асăнмалăх юлнă:

Юратăва çухатрăм пулĕ эп.

Шап-шурă тĕтрепе тавралăх тулнă —

Ăна хĕвел сирессине кĕтеп.

 

Тĕтрелĕхре хуллен куç уçрĕ çутă:

Ку эп курма юратнă çăлтăрсем.

Халь кирлĕ юлашки, хăюллă утăм,

Вара кĕрет ман ытама илем!

 

Чĕре кĕсли салхулăх кĕвĕленĕ

Кунсен серепине татса,

Çĕнелнĕ туйăм вăрттăн тĕвĕленнĕ...

Тăрать ун вăйĕ иксĕлми тапса!

 

Арша пек ирĕлсе, çухалнăччĕ чĕтрев.

Чĕрем каллех унпа телейлĕн тулнă.

Туятăп, сирĕлет иккĕленӳ-тĕтре.

Эпир санпа яланлăхах тĕл пулнă!

«Тусăмсем калатчĕç...»


Тусăмсем калатчĕç: вăл хитрех те мар.

Эппин, мĕншĕн, мĕншĕн чĕртрĕн шел кăвар?

Тусамсем хурлаччăр — пурпĕр эс чипер,

çавăнпах пуль карăнчĕ чĕнтĕрлĕ кĕпер.

 

Сăнпалан та мар пуль çын çынна савать,

юрату çĕклет те пĕкĕлле авать.

Авăнмарăм халсăр эс юратманран —

чунăма чӳхерĕм эп тасалăхра.

 

Никампа тавлашмăп эс хитри çинчен —

чун илемĕ çук-çке çыннăн сăнĕнче.

Нефертити бронза çиçĕмле шартмасть,

кам пĕрре çеç курнă çав ăна манмасть.

«Ан тив, тĕнче вĕç-хĕрсĕр пултăр...»


Ан тив, тĕнче вĕç-хĕрсĕр пултăр,

пĕрех хисепсĕр çăлтăр хушшинче

пулсассăн эс пĕртен-пĕр çутă,

сана эп уйăратăп вĕсенчен.

 

Пĕлетĕп, асамçă — кибернетика,

«паллаççĕ» роботсем пиншер тĕсе.

Анчах та тутасем пăшăлтатаççĕ

«Сана ман пек нимскер туймасть» тесе.

 

Кашни çынна чĕнме ятсем паратпăр,

сăмах çитет пур курăк-чĕрчуна.

Мĕнпур сасран, темле япаларан та

ман уйăрса чĕнес килет сана.

Динозаврпа çапăçрăм


Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм. Унта пĕр йывăç патĕнче динозавр çăмартисене куртăм. Вĕсен сарлакăшĕ — виçĕ метр. Пĕр çăмарти çурăлма пуçланă. Çав вăхăтра ман кĕсьере çилĕм пулнă иккен. Динозавр çури çăмарта хуппине çурса çут тĕнчене тухрĕ. Эпĕ унăн вырăнне шала кĕрсе лартăм та хуппине çыпăçтарса хутăм.

Динозаврăн амăшĕ килсен хăйĕн çурине курчĕ, анчах хуппине асăрхамарĕ. Вăл кашни çăмартине шăршласа пăхрĕ. Эпĕ кĕрсе ларнă çăмартана çăварĕпе тытрĕ те силлерĕ. Эпĕ çăмартаран тухса ӳкрĕм. Кайран динозавр çăварне çыпăçтарса хутăм та тарма пуçларăм. Динозавр пĕтĕм вăйран çăварне уçрĕ те манăн хыççăн чупма пуçларĕ. Хăваласа çитсен ман çине урипе пусса лартрĕ. Эпĕ ӳкрĕм.

Выртнă чухне хамăн пĕчĕк алăпа унăн урине хуçса пăрахрăм. Динозавр макăрма пуçларĕ. Эпĕ çав вăхăтра ура çине сиксе тăтăм та часрах килелле вĕçтертĕм...

Эпĕ хăранипе кăшкăрса вăранса кайрăм. Ку хăрушă тĕлĕк çеç пулнă иккен.

■ Страницăсем: 1... 451 452 453 454 455 456 457 458 459 ... 796

Шухăшсем