Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.2 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Лукьяновсем ҫӗр ҫырли туса илме тӗллев лартнӑ. Ҫав ӗмӗтпе хавхаланса Анна Лукьянова патшалӑх контрактне алӑ пусса хыснаран укҫа илнӗ те ӑна хушма хуҫалӑха аталантарма янӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗр ҫырлин чаплӑ йышши сортне туяннӑ.

Малтанах вӗсем шикленнине пытарамаҫҫӗ: «Калча вӑй илӗ-и? Туса илме пултарӑпӑр-и?» Анчах пӗрремӗш ана ҫырла пама тытӑнсан хӗрарӑм хавхаланнӑ, халӗ вӑл ҫырла лаптӑкне пысӑклатма ӗмӗтленет.

Аннӑн упӑшки хурт-хӑмӑр ӗрчетет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/8415
 

Ял пурнӑҫӗ
Алекна Алексеева архивӗнчи сӑн.
Алекна Алексеева архивӗнчи сӑн.

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнере пурӑнакансем ял уявӗнче савӑннӑ.

Хӑнасем Патшалӑх истори архивӗнчи документсемпе паллашма пултарнӑ. 1911 ҫултанпа упранакан хутсенче ҫемьесенче миҫе ҫын, миҫe выльӑх пулнине ҫырса кӑтартнӑ. Ку ҫынсемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ.

Ял пурнӑҫне уйрӑмах хастар хутшӑнакансем вара Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Ҫак йышра 6 ҫын пулнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан арҫын патшалӑх укҫипе сурӑх туяннӑ. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе социаллӑ контракта вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Укҫапа Владимир Матвеев дорпер ӑратлӑ сурӑх туяннӑ. Ӑна аш валли усраҫҫӗ. Специалистсем ӗнентерне тӑрӑх, ку ӑрат пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх ӳсет.

«Социаллӑ контаркт мар пулсан хам тӗллӗн ун чухлӗ сурӑх туянайман пулӑттӑм», - тет иккен хушма хуҫалахра тар тӑкма хавхаланнӑ арҫын.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Асхва ялӗнче пурӑнакансем авалхи ҫӑлкуҫа ҫӗнӗрӗн хута янӑ.

Вӑл Канаш урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна, ҫӑлкуҫ-тӑрна евӗрскере, вырӑнти ӑстасем юсаса йӗркене кӗртнӗ. Ӗлӗк шӑпах ҫак мелпе шыв ӑснӑ.

Палӑртмалла: ҫак ӗлӗкхи ҫӑлкуҫ – 200 ҫулта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13898
 

Ял пурнӑҫӗ
vk.com/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Леонтьевялта ӗҫлеме яланах ӗмӗтленнӗ. Ялти хуҫалӑха патшалӑх укҫипе, социаллӑ контракт йӗркипе, аталантарма май пуррине пӗлсен ҫамрӑк арҫын хытах ҫунатланнӑ.

Социаллӑ контаркта ала пуснӑ хыҫҫӑн панӑ укҫапа вӑл 15 вӑкӑр туяннӑ.

«Выльах-чӗрлех ӗрчеетссипе ҫине тӑма эпӗ унчченех ӗмӗтленнӗ», — каласа кӑтартнӑ Сергей.

 

Ял пурнӑҫӗ
Тури Типҫырма ялӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Тури Типҫырма ялӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Тури Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем канмалли кун тӑван тӑрӑха тирпейлесе илемлетме ял-йышпа пӗрле урама тухнӑ.

«Ял илемӗ таса пулни пӗтӗмпех хамӑртан, унта пурӑнакансенчен ҫеҫ мар, канмалли кунсенче тӑван киле килекенсенчен те нумай килет. Тури Типҫирмасем ҫакна чун-чӗререн ӗненсе тӑраҫҫӗ, тӑван яла илем кӳме пӗтӗм вӑй-халне хураҫҫӗ», — тесе хыпарланӑ ялӑн халӑх тетелӗнчи страницинче.

Ял старости субботника хутшӑнакансене лотерея билечӗсем парса хавхалантарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакан ҫынсем хӑйсен укҫипе кӗпер тунӑ. Василий Сергеевич Никифоров ӑна Канаш тата Шкул урамӗсенче вырнаҫтарнӑ.

Вырӑнти администраци ӑна тав тунӑ куншӑн. Василий Сергеевича Анатолий Степанов, Игорь Ложкин, Александр Ануфриев, Александр Григорьев, Андрей Степанов, Алексей Арефьев кӗпере вырнаҫтарма пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13463
 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Тӑвай муниципалитет округӗнчи пӗр ялта хӑйне евӗр ҫурт пур. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Pro Янтиково» ушкӑн пӗлтернӗ.

Ҫав ҫурта кил хуҫисем Раҫҫей ялавӗнчи тӗссемпе илемлетнӗ: хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ. Ҫапла ҫурт ялав пекех курӑнать.

Ахӑртнех, унта Тӑван ҫӗршыв патриочӗсем пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-137663135_27190
 

Ял пурнӑҫӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫурхи ака-суха валли хатӗрленме тахҫанах тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Гостехнадзор инспекторӗсем ял хуҫалӑх техникине тӗрӗслеме пуҫлӗҫ. Инспекторсем ӗҫе пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫӑнӗҫ, тӗрӗслев ака уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.

Техникӑна тӗрӗслеме ыйтса заявкӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та пама пулать.

Ялта пурӑнакансем хӑйсен техникине хӑйсен тӑрӑхӗнче техосмотр иртнӗ чух та тӗрӗслеттерсе юлаяҫҫӗ. Хӑш муниципалитет тӑрӑхӗнче хӑҫан тӗрӗслессине Гостехнадзор хӑйӗн сатйӗнче хыпарланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Апашри халӑх театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Апашри халӑх театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Апашри халӑх театрӗ Чӑрӑшкассинче спектакль кӑтартнӑ.

Унта коллектив В. Михайлов ҫырнӑ «Пусӑ умӗнче» ташӑллӑ-юрӑллӑ кайнӑ.

Куракансем ялти артистсене ырӑ- кӑмӑлпа йышӑнса пысӑк хак панӑ.

Халӑх театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «сцена ҫинчи артиссем те ӑшӑллӑха туйса пӗтӗм чун- хавалӗпе вылянӑ.

Спектакль вӗҫленсен куракан халӑх ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ушкӑна ырлӑх-сывлӑх сунса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-178084661_694
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...74
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ