Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫурлан 18–23-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче Ҫурҫӗр Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗпе культурине тӗпчекен пӗрремӗш экспедици иртнӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, археологи, этнографи тата регионти истори кафедрин профессорӗ В. Васильев ертсе пынӑ.

Экспедицие Тӗменри ӑсчахсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче унти Культура, ӳнер тата социаллӑ технологи патшалӑх академийӗн Музыка, театр тата хореографи институчӗн директорӗн, культурологи докторӗн Л. Деминан, Урал федераци округӗнчи Чӑвашсен наципе культура тата общество пӗрлешӗвӗсен координаци канашӗн ертӳҫин, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн В. Логиновӑн, вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗн И. Маслова культурологӑн, Тӗменти патшалӑх университечӗн магистрӗ Д. Хоринӑн ятне асӑннӑ.

Экспедицие хутшӑннисем чӑваш диаспорин йӑли-йӗркине тӗпченӗ кӑна мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗмен облаҫӗн Наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫипе Е. Воробьевпа тата Анат Тавда район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе В. Семеновпа регионти наци ыйтӑвӗсем пирки калаҫнӑ. В. Семеновӑн ӑрӑвӗ — Чӑвашран. Унӑн тӑванӗсем хӑй вӑхӑтӗнче __Красноармейски районӗнчен__ Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ. Вырӑнта тухса тӑракан «Мир национальностей» тата «Национальные культуры региона» журанлсенче чӑвашсен ученӑйӗсен ӗҫӗсене пичетлеме калаҫса татӑлнӑ.

Экспедици ӗҫленӗ вӑхӑтра «Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти чӑвашсем: этнокультурӑн хӑй тӗллӗнлӗхне хальхи условире упраса хӑварассин ыйтӑвӗсем» темӑпа иртнӗ «ҫавра сӗтелте» сӳтсе явнӑ.

Ҫӗпӗрте пулнӑ май чӑваш юррисен флоклор ушкӑнӗсен: Заводоукоувски районти Першино салинчи «Пике», Канашри «Тантӑш», Горьковкӑри «Тӑван», Анат Тавдари «Йӑмра» — пултарулӑхӗпе те паллашнӑ. Унти Канаш ялӗнче пурӑнакан А. Архипова тури чӑвашсен авалхи юррисене шӑрантарни те кӑсӑклантарнӑ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=news&id=2841426|**Сӑнсем**__ (6)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын