Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Республикӑри районсенчен тата ытти регионсенчен килнӗ чӑвашсем кашни ҫулах хула кунӗнче __Чӑваш наци конгресне__ кӗрсе тухаҫҫӗ тесе пӗлтерет конгресӑн информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

Кӑҫал та ЧНК алӑкӗ вӗҫӗм уҫӑ тӑнӑ темелле.

Тӗп хуламӑр уявӗнчи каҫ вара ҫынсем тӑван юрра-ташша курса савӑнма Чӑваш наци конгресӗн ҫурчӗ умне васканӑ. Кунта Лариса Долина концертӗнчен те кая мар халӑх пуҫтарӑннине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. ЧНК культура комитетне ертсе пыракан Елена Османова юрӑҫ чи малтанах конгрес президентне __Николай Угаслова__ сӑмах панӑ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ хула ҫыннисене тата хӑнасене Шупашкар ҫапла капӑр пулнишӗн хӗпӗртенине пӗлтернӗ, уяв ячӗпе саламланӑ.

Ун хыҫҫӑн икӗ сехет ытла чӑваш эстрада юрӑҫисем урам тулли пуҫтарӑннӑ халӑха тыткӑнланӑ. Кунта тинтерех ҫеҫ Путин Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ Чӑваш халӑх артисчӗ __Вячеслав Христофоров__ хӑйӗн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗпе, Сарӑту хулинче пурӑнакан Эльвира Никитина, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов, Евгений Николаев, Андрей Кузнецов, Людмила Кинер, Любовь Гордеева тата ытти юрӑҫсем пулнӑ.

Кӑҫал концерта пуҫласа ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ сасӑпа юрласа куракансене савӑнтарнӑ.

ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерта вӗҫленӗ май пурне те тепӗр хут уяв ячӗпе саламларӗ. Чӑваш юррисӗр пурӑнма пултарайман Америкӑра тӗпленнӗ олимп чемпионки Валентина Егорова вара чӑтаймасӑр Валерий Клементьевпа пӗрле юрласа кӑмӑлне уҫрӗ.Чунтан каннӑ чӑваш халӑхӗ васкамасӑр, хӑпартланнӑ туйӑмсемпе килӗсене саланчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй