Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. ~~Джильо~~, ит. ~~Isola del Giglio~~) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ.

Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. ~~Генуя~~) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ.

Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха.

__http://top.rbc.ru/photoreport/23/07/2014/938415/1.shtml|**Сӑнсем**__ (9)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ