Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулине хӑпартма тытӑнсан, 1964 ҫулта «Химпром» предприятие хута яма пуҫласан санитари зонине кӗнӗ 13 ял Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Халӑхӑн ирӗксӗрех урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ. __Тосинкасси__ ялне те ҫакнашкал шӑпа кӗтнӗ. Вӑл 1961 ҫулччен __Сӗнтӗрвӑрри районне__ кӗнӗ.

«Шордан» ентешлӗх пуҫарнипе ҫак ял пулнӑ вырӑнта ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ ытти ялсен ҫыннисем те хутшӑннӑ. Мероприятие __Сӗнтӗрвӑрринчи__ культурӑпа туризм ҫурчӗн халӑх хорне чӗннӗ.

Ял уявӗнче ентешсем тӗл пулса калаҫнӑ, пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ, иртнине аса илнӗ…

Петров-Орловсен ҫемйин тӑванӗсем — Патшалӑх Канашӗнче ӗҫлекен Елена Беляева тата чӑваш хорӗн хормейстерӗ Роза Ракова — Тосинкасси ял пурнӑҫне аса илнӗ. Роза Ракова пиччӗшӗсемпе ҫуллахи каникула асламӑшӗ патӗнче ялта ирттернӗ. Кунти ачасемпе калаҫса вӑл чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Елена Беляева пиччӗшӗпе ҫак ялта ашшӗ-амӑшӗпе, асламӑшӗпе пурӑннӑ. Унтан вӗсен __Шупашкар районӗнчи__ __Тутаркасси__ ялне куҫма тивнӗ.

Уява ҫын самай хутшӑннӑ. Пурне те Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ ял шӑпи пӗрлештернӗ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=70&type=news&id=2789763|**Сӑнсем**__ (11)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ