Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш халах ҫыравҫи __Юхма Мишши__ нумаях пулмасть __Вӑрнар районӗнче__ пулнӑ. __Вӑрнарти__ 1-мӗш шкулта вӑл районти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Юхма Мишши чи малтанах лайӑх хыпар пӗлтернӗ: спонсор пулӑшу кӳнӗ май Вӑрнар районӗнчи 24 шкула чӑвашла 25 кӗнеке ҫитӗ.

Юхма Мишши чӑваш халахӗн историне нумай тӗпченӗ. «Древние чуваши», «Древние чувашские боги и герои», «Древние чувашские города»… Тӗлпулура ҫыравҫӑ истори пирки калаҫнӑ.

Юхма Мишши Вӑрнар район ҫыннисене хӑйӗн пӗр кӗнеки пирки тахҫанах каласа кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. «Ӗмӗрлӗх юрату» — блокадӑри Ленинградра ҫуралнӑ юрату пирки. Кӗнекене блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ Анна Павловна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Юхма Мишши унпа иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче паллашнӑ. Анна Павловна хӑйӗн вилнӗ савнийӗ пек ятлӑ ҫынна тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ-мӗн. Вӑл та Ильин Михаил Николаевич пулнӑ. Вӑл __Вӑрнар районӗнче__ ҫуралнӑ. Блогада вӑхӑтӗнче Анна Павловна выҫӑпа вилме пуҫланӑ. Хваттерте пӗччен вилме хӑранӑран пӗтӗм вӑйне пухса урама тухнӑ. Ӑна ҫамрӑк офицер асӑрханӑ, хӳтте кайма хушнӑ. Анна Павловна уншӑн пур пӗрех пулнине пӗлтернӗ. Офицер ӑна, типсе хытнӑскере, йӑтса хӳтте илсе кайнӑ. Вӗсем унччен тӑнӑ вырӑна бомба ӳкнӗ. Михаил ятлӑ офицер ӑна выҫӑ вилесрен хӑтарнӑ. Анчах вӗсен уйрӑлма тивнӗ. 1,5 ҫултан Михаил Николаевич Аннӑпа тӗл пулма килнӗ. Вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешме шухӑшланӑ. Вӑрҫӑ пӗтнӗ, Анна патне Михаилран ҫыру килнӗ: вӑл кӗҫех ҫитӗ. Анчах хӗр ӑна кӗтсе илеймен. Анна Павловна савнине нумай шыранӑ. Михаил Эстонире засадӑна лекнӗ, ӑна унта вӗлернӗ-мӗн. Тен, Вӑрнар районӗнче вилнӗ Михаил Николаевичӑн тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ? Михаил Юхмана ҫакӑ канӑҫ памасть. Шел, Анна Павловна ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ. Анчах вӗсен юрату историйӗ кӗнеке ҫинче ҫырӑнса юлнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ