Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ ӗҫлекен филологи енӗн ӑстаҫисем — чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсем — И.Я. Яковлев ячӗллӗ педуниверситетри чӑваш уйрӑмӗн 1-мӗш курс студенчӗсене ӗҫлӗ тӗлпулӑва йыхравларӗҫ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ — студентсем хушшинче ӑслӑлӑх туртӑмлӗ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси тата ӑсчах пулма хӑнӑхтарасси.

Институт ӗҫченӗсем пултаруллӑ яш-кӗрӗме Ӑслӑлӑх канашӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗҫ. Кунтах чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсен юлашки 3 ҫулта тухнӑ кӗнекисемпе кӑларӑмсен ятарлӑ куравӗпе паллашма май пулчӗ. Студентсем 50 томпа кӑларма палӑртнӑ сӑмахлӑх пуххин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе, 7 томлӑ ӑнлантару словарӗн 2 кӗнекипе, 2 томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарьпе тата ытти ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ.

Институт директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе тӗпчевҫисем Александр Кузнецов, Алевтина Долгова, Геннадий Дегтярёв, сӑмахлӑх тӗпчевҫисем Вячеслав Ендеровпа Надежда Ильина институт ӗҫӗ-хӗлӗпе, ӑслӑлӑх шыравӗнчи ҫитӗнӳсемпе йывӑрлӑхсем пирки каласа пачӗҫ. Ҫавӑн пекех филологи тата техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Павел Желтов, фонетика тӗпчевҫи тата сӑвӑ ӑсти Пётр Яковлев, Чӑвашра социолингвистика ӑслайӗсене аталантаракан Алос-и-Фонт Эктор ҫамрӑксен чун-чӗри патне ҫул тупма тӑрӑшрӗҫ.

Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май Геннадий Дегтярёв ҫакна палӑртса хӑварчӗ: «Паянхи калаҫу хыҫҫӑн ҫамрӑксенчен пӗрин те пулин ӑслӑлӑх енне чунӗ выртсан ку сӑнавлӑ акцие ҫулленех ирттерӗпӗр. Студент чухне тӗпчев вӑрттӑнлӑхне ӑша хывни ӑсчах ӗҫӗнче кӑна мар, кулленхи пурнӑҫра та ҫул уҫса пырать».

__http://chgign.ru/346-258sl259l259h-chulne-k259shlama-hat277r-i-esir.html|**Сӑнсем**__ (6)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 16

2007
19
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем