Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫамрӑксен театрӗ __Тутарстанри__ __Ҫӗпрел районти__ __Хурӑнвар Шӑхаль__ ялӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ку проект чӑвашсен диаспорисем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрес программӑна Раҫҫейӗн Культура министерствин шайӗнче ырланӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫланать.

Шупашкар артисчӗсем унта пулнӑ куна Ҫӗпрел районти шкул ачисем валли Театр кунӗ тесе пӗлтернӗ. Районти 20 шкул ачисем Чӑвашри профессилле артистсем вылянине курса киленнӗ. Вӗсем валли артистсем Иосиф Дмитриев лартнӑ «Чӗрӗ сӑмах» спектакле кӑтартнӑ. Унта __Ҫеҫпӗл Мишши__, __Геннадий Айхи__, __Петӑр Хусанкай__, __Митта Ваҫлей__ поэтсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Спектакль урлӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартнӑ. Кино- тата фотохроника иртнӗ вӑхӑта таврӑнма пулӑшать.

Спектакль хыҫҫӑн «Чӑваш культурипе чӗлхе сумлӑхӗ» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Куракансемпе спектаклӗн авторӗ тата режиссерӗ Иосиф Дмитриев (Трер) хӑй тӗл пулнӑ. Унта пуҫтарӑннисем ӳнер, вӗренӳ тата шкул пӗр тӗвӗре пулни пирки калаҫнӑ.

Каҫхине «Тӑххӑрмӗш хутри Асамат кайӑкӗ» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна курма зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ.

__https://plus.google.com/photos/102957852045785520044/albums/5999501413336653825?banner=pwa|**Сӑнсем**__ (8)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ