Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.9 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кун пирки Google шыравҫӑн Раҫҫейри блогӗ пӗлтерет. Шӑп та лӑп паян чӑвашла-вырӑсла куҫаруҫӑн бета-тӗрӗслевне пуҫланӑ. Куҫаруҫӑ хальлӗхе каялла — вырӑсла-чӑвашла — куҫарма пӗлмест-ха.

Чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарас тесен сирӗн __http://translate.google.com/|Google-переводчик__ сайтне кӗмелле. Унтан «Определить язык» ҫине пусса «чувашский» чӗлхене суйламалла. Чӑвашла текст кӗртнӗ хыҫҫӑн «Перевести» пускӑч ҫине пусас пулать, вара сылтӑм енче вырӑсла текст тухать. Сӑмах май, чӑвашла текста акӑлчанла, украинла тата ытти чӗлхесене те куҫарма пулать. Анчах ку куҫару виҫҫӗмӗшле пулни пирки пӗлтереҫҫӗ хыпарта. Малтан программа вырӑсла куҫарать, кайран вара ҫав куҫарӑва — ытти чӗлхесене.

Сӑнанӑ тӑрӑх хальлӗхе Google куҫаруҫи ҫын ячӗсене тата ял ячӗсене пӗлсех каймасть. __/lib/haylav/5894.html|«Ӗмӗр сакки сарлака» романри__ пӗр сыпӑка куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫын ячӗсене пӗлеймерӗ. Анчах текста кӑнтаммӑн пулин те ӑнланмалла куҫарса пачӗ.

Google блогӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи пӗрремӗш. Малалла вара тутарсенне тата пушкӑртсенне кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех удмурт, осетин халӑхӗсене те айӑккинче хӑварасшӑн мар — сӑлтавӗ вара вӗсен чӗлхисемпе ӗҫлеме юрӑхлӑ словарьсене ҫӑмӑл тупма пулассинче иккен. Чӑваш чӗлхине мӗншӗн пӗрремӗш суйланин тепӗр сӑлтавне те пӗлтереҫҫӗ — пирӗн тӑрӑхран «Гугль валли дудль» конкурса хутшӑнса чылайӑн финала тухаҫҫӗ имӗш.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 16

2007
19
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть