Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.1 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етӗрне районӗнчи__ __Пӑчанар__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иванов Анатолий Геннадьевич Чечняра пуҫне хунӑ. Пӑчанар ялӗ __Кӑкшӑм ял тӑрӑхне__ кӗрет. Паттӑр салтака асӑнса Кӑкшӑмра кӑҫалхипе 9-мӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва районти тӗрлӗ шкул ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ: __Кӑкшӑмри__ 9 ҫул вӗренмелли шкул спортсменӗсемпе танах __Палтайри__, __Урпашри__, __Етӗрнери__ 2-мӗш номерлӗ, __Мӑн Чурашри__, __Тури Ачакри__ тата __Кивӗ Тинкешри__ вӑтам шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисене Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Михайлов Константин Николаевич саламларӗ. Унтан Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата Етӗрнери Афган вӑрҫине хутшӑннисен «Вӑрҫӑра сусӑрланнисем» обществӑлла организаци председателӗ Кириллов Николай Ильич ӑмӑртӑва хутшӑнакансем умӗнче сӑмах каларӗҫ.

Чи малтан старта Кӑкшӑмри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекен Алеша Иванов тухрӗ, ӑна асӑнмалӑх медаль, Хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗҫ.

Медальсем, Хисеп хучӗсем, парнесем тивӗҫнисем хушшинче шкул ачисем ҫулӗсене кура, аслисем те, хӗрсемпе каччӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем пулчӗҫ.

Шкулсем хушшинче чемпион ятне Урпашри вӑтам шкул команди тивӗҫрӗ, вӗсене кубок парса чысларӗҫ.

Шкулти апатлану пӳлӗмӗнче спортсменсене валли ӑшӑ апат хатӗрленӗ. Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата унӑн пиччӗшӗ Зиновий Геннадьевич пурне те Анатолие асра тытнӑшӑн чунтан тав турӗҫ.

__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=521&id=40493|**Сӑнсем**__ (74)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 16

2007
19
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть