Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ватӑсене 90 е ытларах ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президенчӗ ячӗпе саламлассине лайӑх йӗркеленӗ. Юбилярсене Кремльти ҫырӑва ҫитерсе парас тӗлӗшпе ытларах чухне район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Ярабаева, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ. Ватӑсен пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ, уявпа саламласа асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.

Ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ ятпа янӑ Владимр Путинӑн саламне __Хурапыр__ ялӗнче пурӑнакан Анастасия Горланова патне ҫитернӗ, __Калкасси__ ялӗнче пурӑнакан Анна Максимовна Ярадаева вара хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи __Арайкассинче__ пурӑнакан Елена Ильинична Росскова та 90 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламлӑ Ҫыру илнӗ.

Салама район администраци пуҫлӑхӗ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ тата Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ерофеева ҫитерсе юбиляра саламланӑ. Елена Росскова хальхи вӑхӑтра ывӑлӗпе, кинӗпе килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсене пӑхма пулӑшнӑ, ачисемпе мӑнукӗсем ӑна манмаҫҫӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ нушисене тӳссе ирттернӗ. Юбиляра саламлама унӑн кӳрши — ҫывӑх юлташӗ, ҫулла 95 ҫул тултаракан Александра Ильинична Алексеева та килнӗ. Елена Росскова ҫине пӑхсан вӑл 90 ҫул тултарнине пачах та ӗненес килменни пирки каланӑ: «Кашни кунпа савӑнса пурӑнмалла, шӳтлеме те пӗлмелле, тараватлӑх пирки манмалла мар, ырӑ малашлӑха шанмалла» — тенӗ вӑл йӑл кулса.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ