Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пӗлтӗр чӑваш пичетӗнче питӗ пысӑк ушлӑну пулнӑ май кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн официаллӑ сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Ӑна пӑхмашкӑн ҫак каҫӑпа куҫмалла: __http://hypar.ru/cv/news|http://hypar.ru__. Киввипе танлаштарсан, вӑл самай пуянрах, илемлӗрех. Ҫӗнӗ сайтра медиахолдинга кӗнӗ мӗнпур хаҫатпа — «Хыпар» ҫумне пӗрлешнӗ «Атӑл-Волга» тата «Тантӑш» АУ хаҫачӗсемпе те — паллашма пулать.

Кунтах кивӗ сайта куҫмалли каҫӑ та пур. Ҫӗнӗ сайтра, малтанхипе танлаштарсан, видехыпар нумайрах. «Хыпар» Издательство ҫурчӗ чылай видеохыпарлава вырнаҫтарма тӑрӑшать. Кунта медиахолдингри кашни хаҫат редакторӗ каланӑ сӑмаха курма май пур. Ку канам мар — хальлӗхе сайта 1996, 1998, 2001 ҫулсенче ӳкернӗ видеосене вырнаҫтарнӑ: «Хыпар» хаҫат 90 ҫул тултарнине халаллана уявсем, тӗлпулусем (вӗсем Шупашкар, Хусан хулисенче, Муркаш районӗнче иртнӗ), 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат ҫумӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» кӑларма тытӑннине халалланӑ уяв, чӑвашсен тӗп хаҫачӗн никӗслевҫи __Николай Никольский__ 120 ҫул тултарнине уявлани… Сайт сӑнӳкерчӗуксемпе те пуянланнӑ. «Хула», «Патшалах заданийӗ», «Экономика», «Спорт», «Ял хуҫалӑхӗ» тата ытти каҫӑпа паллашса ҫӗннине нумай пӗлме пулать.

Сайта яланхи пекех кашни хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Хаҫат-журнала почта урлӑ ҫырӑнманнисем кӑларӑмсемпе сайта кӗрсе кӗскен паллашма пултараҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, уйӑхра пӗр хут тухса тӑракан «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче мӗн-мӗн пичетленнине пӗлме май пур. «Самант» журналта, «Тантӑш» хаҫатра пичетленнӗ хӑш-пӗр статьяна сайтрах тишкерме пулать.

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑманнине кура «Хыпар» Издательство ҫурчӗ те саманаран юласшӑн мар. Чылай хаҫатӑн, уйрӑмах вырӑсла тухса тӑрканнисен, электронлӑ варианчӗ пуррине пӗлетпер ӗнтӗ. Пӗр сӑмахпа, ҫынсем кӑларӑмӑн элетронлӑ вариантне укҫалла ҫырӑнса илеҫҫӗ. «Хыпар» ИҪ та ҫак мелпе ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Малтанлӑха «Ҫамрӑксен хаҫатӗнчен» пуҫӑнасшӑн. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса унӑн электронлӑ вариантне 4 уйӑхлӑха 50 тенкӗпе ҫырӑнса илме пулать. Эрнекунсерен ҫав ҫыннӑн электронлӑ почтине хаҫатӑн PDF варианчӗ килсе тӑрӗ. Ҫакна шӑпах «Ҫамрӑксен хаҫатӗнчен» мӗншӗн пуҫарни паллӑ ӗнтӗ — ҫамрӑксем nӗyxt ntntkӗgt ҫӑмӑллӑнах усӑ кураяҫҫӗ. Пурӑна-киле, тен, ытти хаҫат та ҫак ҫул ҫине тӑрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй