Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Прикоснись к олимпиаде» (чӑв. «Олимпиадӑпа лайӑхрах паллаш») акци малалла пырать. Иртнӗ эрнере район ҫамрӑкӗсем Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑнса факел йӑтса курнӑ паллӑ спортсменсемпе — XXV-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Алина Ивановӑпа тата XXVI-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузиновӑпа тӗл пулчӗҫ, Олимпиада символӗпе паллашрӗҫ.

Паян Олимп факелне районти вӑрман урлӑ вырнаҫнӑ шкулсене илсе ҫитерчӗҫ. Унта пурӗ 4 шкул вырнаҫнӑ: __Хусанушкӑнь__, __Тури Ҫӗрпӳкасси__, __Ҫӗнӗ Атикасси__ тата __Штанаш__ шкулӗсем. Олимп символне район администраторӗн ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Юрьевич Порфирьев, Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорт комплексӗн директорӗ Вячеслав Витальевич Дадюков тата вӗренӳ пайӗн информаци енӗпе ӗҫлекен Александр Владимирович Храмов чи малтанах районти аякри шкула — Штанаш шкулне — илсе ҫитерчӗҫ. Сӑлтавӗ те паллӑ — ҫак шкул ачисем Сатлайкин Иван Иванович вӗрентекен ертсе пынипе яланах спортра хӑйсене хастар кӑтартҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ (Иван Сатлайкинӑн хӑйӗн те медальсен шучӗ чылай).

Алексей Порфирьев шкул ачисене Олимп вӑййисен кун-ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ, Вячеслав Дадюков Олимп символне шкулти спортсмена Дмитрий Ишмейкина тыттарчӗ. Алран-алла куҫса факел кашни вӗренекен аллинчех пулса курчӗ. Юлашкинчен кашни класс, пӗрле те, уйрӑмшарӑн таҫак ҫункӑҫа алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗ. Унтан Олимп символӗ кӳршӗри шкула — Ҫӗнӗ Атикассине — ҫул тытрӗ. Штанаш шкул ачисемпе вӗрентекенсем ӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн «Хаваслӑ старт» тата воллейбол вӑййисем выляма спортзала васкарӗҫ.

«Хаваслӑ старт» малтан кӗҫӗн класра вӗренекен шкул ачисем хушшинче, унтан 5–9-мӗш класра пӗлӳ пухакансемпе шкулти вӗрентекенсем хушшинче хастар иртрӗҫ. Учительсен чысне Светлана Соловьева, Алина Осеева, Марина Чучакова тата Иван Сатлайкин хӳтӗлерӗҫ. Тӑххӑрмӗшсем чемпион ятне тивӗҫрӗҫ, вӗрентекенсем — 2-мӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшсем — ҫиччӗмӗшсем.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй