Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче __Шупашкарти__ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче (Президент бульварӗ, 1) Валерий Бобковӑн «Мир глазами художника. Чернобыльская зона» (чӑв. ~~«Ӳнерҫӗ куракан тӗнче. Чернобыль зони»~~) персоналлӑ куравӗ ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫӗ 65 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх вернисажа уҫнӑ май курма килнисене ӳнерҫӗ хӑй кӗске экскурси ирттерчӗ. Кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки те каласа пачӗ — сӑмахран, хӑш-пӗр ӳкерчӗксене Чернобыль тӑрӑхӗнчен 1-мӗш пай илсе тухма чарнӑ иккен. Вӗсен йышне «Славься, Отечество наше свободное!» (чӑв. ~~Мухтавлӑ пул эс, Ирӗклӗ Тӑван ҫӗршывӑм!~~) акварель, «Город Припять. Улица Спортивная» (чӑв. ~~Припять хули. Спорт урамӗ~~) ӳкерчӗк кӗнӗ. Чернобыль тӑрӑхӗнчи ӳкерчӗксемсӗр пуҫне куравра ӳнерҫӗ чикӗ леш енче тунисемпе те — Италире, Австралире, Швецире — паллашма пулать.

Валерий Бобков 1948 ҫулта __Улатӑрта__ ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чернобыльте АЭС сирпӗнсен унти инкеке сирме хутшӑннӑ. Ҫавна май ӳкерме те вӑл ҫав вӑхӑт пирки ытларах ӳкерет. «Быль Чернобыля» (чӑв. «Чернобыль чӑнлӑхӗ») триптих (1986–1993) авторӗ. Валерий Бобков __Улатӑрпа__ __Шупашкар__ хулисен хисеплӗ гражданинӗ.

__http://fotki.yandex.ru/users/kzilsu1957/album/390028/?p=0|**Сӑнсем**__ (5, Тимӗр Акташ тунисем)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй