Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Патшалӑх Канашӗнче тӗрлӗ курав уҫасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. «Эпир хамӑр ӑсталама пӗлместпӗр, анчах илемпе киленме пӗлетпӗр», — ҫак шухӑша палӑртрӗ паянхи курава уҫма хутшӑннӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев.

Саккун кӑларакан республикӑн ҫак органӗн стенисене хальхинче Юрий Андреев скульптор ӗҫӗсем илемлетрӗҫ. Сӑмах май, коридора __Улатӑр__ художникӗн Сергей Разуткинӑн ӗҫӗсем те капӑрлатаҫҫӗ. Вӑл курава та ытла нумаях мар уҫнӑччӗ. Тӗрӗссипе, маларах сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ пулсан халӗ йӑларан пӑрӑнас тенӗ — ӳнерӗн тепӗр енне, кӳлепе касса ӑсталакана, вырӑн панӑ.

Ӗҫсен авторӗ — __Елчӗк районӗнчи__ __Кивӗ Эйпеҫре__ ҫуралса ӳснӗ Юрий Андреев. Йывӑҫа сӑн кӗртекен маттур Мускаври ӳнер университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Паян вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Курава илсе пынӑ ӗҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи куравра пулнӑ. Вӗсене республикӑн саккун кӑларакан органне ӳнер музейӗн фондӗнчен вӑхӑтлӑха тесе илсе пынине пӗлтерчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров.

Курава уҫнӑ ҫӗре пухӑннисем, вӗсем — Патшалӑх Канашӗнче ӗҫлекенсем — скульптор ӗҫӗпе кӑсӑкланни сисӗнчӗ. Пӗр ӗҫе ӑсталама мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнинчен пуҫласа кӳлепесен хакӗ таранах кӑсӑкланчӗҫ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, сӑмахран, пир тӗртнине, хӑмла татнине (пурне те асӑнса пӗтереймӗн) сӑнлакан пӗр ӗҫе хатӗрлеме вӑтамран ҫулталӑк таран кирлӗ иккен. Кунта йывӑҫа типӗтнинчен пуҫласа ювелир евӗр ӗҫлеме тивекен самант таранах кӗртмелле. Пӗринче скульпторӑн ӗҫне Мускавран килнӗ пысӑк тӳре-шара туянас кӑмӑллине палӑртнӑ иккен. «Мӗн чухлӗ ыйтатӑн — ҫавӑн чухлӗ паратӑп», — тенӗ-мӗн хайхи ӗҫлӗ хӑна. Сутма килӗшмен ӑста. Сӑмах май, кӳлепене Юрий Андреев пӗр йывӑҫран ӑсталать. Тепӗр майлӑ каласан, татса сыпмасӑр. Пӗтӗмпе скульптор ҫак енпе чӗрӗк ӗмӗр тӑрӑшать. Кӳлепесене вӑл ҫӑкаран касса хатӗрлет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 03

1839
187
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Василий Сипет, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та