Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ «Асамлӑ чаршав» фестиваль малалла пырать. Ял тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Культура ҫурчӗсен сцени ҫине __/news/4259.html|паллӑ драматургсен хайлавӗсемпе__ тухаҫҫӗ. Халӑх ытларах камитсем пӑхма юратать, ҫавӑнпа артистсем ытларах чухне сцена ҫинче кулӑшла спектакльсем лартса пама кӑмӑлларах параҫҫӗ.

__Штанаш|Штанашсем__ вара вӑрҫӑ теми суйласа илнӗ, куракансем умне Беларуҫ драматургӗ Алексей Кудрявцев ҫырнӑ «Тӑлӑх Марье» ятлӑ икӗ пайлӑ драмӑпа тухрӗҫ. Залра «Асамлӑ чаршав» сӑн тата кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пьесӑри ӗҫсем вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 40 ҫул иртсен пулса иртеҫҫӗ. Тӑлӑх хӗрарӑм Марье (Надежда Егорова) ӗмӗр тӑршшӗпех хӑй пытарнӑ летчикӑн вил тӑприне пӑхса пурӑнать, ӑна асрах тытать, вӑл ӑна юратнӑ пулнӑ-ҫке, ял пуҫлӑхӗ лайӑхрах кил-ҫурта куҫма сӗнсессӗн ҫӗнӗ ҫӗре ниепле те куҫса каясшӑн мар. Вӑрҫӑ пьесӑри геройсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ: Мотя хӑйӗн ачине вӗлернӗ хыҫҫӑн ӑсран тайӑлнӑ (ку сӑнара Майа Егорова чуна тивмелле сӑнласа пачӗ, сасси, хӑйне тытни, пуканене ача тесе ыталаса алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрени ытла та чуна ҫӳҫентерет. Ял администраторӗн Татьяна Ивановнӑн (Елена Майорова) амӑшне, Ольгӑна (Надежда Шипеева) нимӗҫсем пусмӑрланӑ иккен, Татьяна Ивановнӑра нимӗҫ юнӗ чупать... Марье юратса пурӑннӑ летчикӑн арӑмӗ (Светлана Соловьева) 40 ҫултан тупӑнать. Вӑл та мӑшӑрӗпе кӑштах та пурӑнса курайман иккен. Спектакльте ҫавӑн пекех почтальонка Ганна рольне Валентина Тумашкова лайӑх сӑнарларӗ.

Курӑнусем (актсем) хушшинче янӑранӑ кӗвӗсене вырӑнлӑ усӑ курнӑ тесе палӑртаҫҫӗ куракансем. Спектакле пӑхма ҫӑмӑлах мар — чуна хумхантарать, куҫран куҫҫуль кӑларать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй