Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, юпан 19-мӗшӗнче, __Хӗрлӗ Чутайра__ вырнаҫнӑ «Хастар» споркомплексра Афган вӑрҫинче интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ тата Чечен Республикинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксене асӑнса Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне хастарӗсем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ку ӑмӑртусем яланхи пекех тӗрлӗ ҫулсенче Афган тата Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсем хушшинче иртеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелеме Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне уйрӑмӗсенчи «Российский Союз ветеранов Афганистана» (чӑв. ~~Раҫҫейри Афганистан ветеранӗсен пӗрлӗхӗ~~) обществӑлла организаци пулӑшнӑ. Ертӳҫисем — Александр Хозяйкин тата Сергей Михеев.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланиччен пухӑннисем вӑрҫӑсенче пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисем умӗнче сӑмах каларӗ. Унтан Александр Викторович Василий Афанасьева ҫитӗнекен ӑру хушшинче патриотизм туйӑмне аталантарас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн ЧРО РСВА председателӗ И.Кашаев алӑ пуснӑ Хисеп Хучӗ пачӗ.

Малтанах пухӑннисем волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ку вӑйӑра Етӗрнесем хастар пулчӗҫ, 2:0 шутпа Чутайсене ҫӗнтерчӗҫ. Унтан ултӑ ҫынран тӑракан командӑсем хушшинче футбол вӑййи пуҫланчӗ. Ку хутӗнче Хӗрлӗ Чутай район команди Етӗрне район командине 4:1 шутпа парӑнтарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ушкӑнне Штанаш шкулӗнчи физкультура учителӗ, Афган вӑрҫинче 1984–1986 ҫулсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ Иван Иванович Сатлайкин ертсе пыни пирки те асӑнма пулать.

Икӗ командӑна та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ.

__http://cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=top&id=2630197|**Сӑнсем**__ (21)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын