Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак эрнекун __Илле Иванова__ айӑпалкан судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ — унта тинех __Эдуард Мочалов__ кӳнтелене ыйтса тӗпченӗ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Допрос хальлӗхе кӗске мелпе ҫеҫ иртнӗ — «Сӗтев» хаҫатӑн редакторӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна хӑй ҫырни пирки тепӗр хут пӗлтернӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл хаҫатри нимӗнле статья та вӑл ирӗк памасӑр вырнаҫма пултарайманни пирки те каланӑ.

Малалла тӳре Илле Иванова хӑйне суд умне кӑларнӑ. Ӑна вара ытларах ыйтусем панӑ. Паллӑ журналист маларах каланӑ шухӑша ҫирӗплетнӗ — статья авторӗ вӑл мар. Илле Иванов хаҫат редактцийӗнчи ӗҫ епле йӗркеленни пирки каласа панӑ — ытларах чухне тӗп редактор панӑ ӗҫпе килӗшӳллӗн редакци журналисчӗ тепӗр авторӑн сӑмахӗсемпе тезисӗсене ҫырса ҫеҫ хурать. Журналист текста хатӗрлет, тӳрлетет, анчах ку ӗҫ ӑна статья авторӗ пулма май памасть.

Илее Иванов статья экстремислӑ марри пирки те палӑртнӑ. Унта, имӗш, __чӑвашлӑхшӑх__ хытӑ пӑшӑрханаканӑн чӑваш ҫыннин шухӑшӗсем вырнаҫнӑ. Эдурад Мочалов вара шӑп та шай ҫавнашкал ҫын. Хирӗҫтерӳ ҫуратакан вырӑнсем те ҫук. Статьяра демократиллӗ обществӑри йӗркене пӑсакан пулӑмсене хирӗҫлени ҫеҫ пур. Редакци ушкӑнӗ те саккунсене пӑсаканни мар. Статьяри хӑш-пӗр вырӑнсене ҫивӗчрех вырӑнсем пурри пирки палӑртнӑ Илле Иванов, анчах вӗсенче историллӗ фактсене илсе кӑтартни ҫеҫ пур имӗш. «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяра __Николай Фёдоров__ пирки ырӑ мар сӑмахсем каланине Илле Арсентьевич лешӗ президентра ларнӑ вӑхӑтра Эдуард Мочаловӑн агрофирмине турса илнипе сӑлтавланӑ, ҫавӑнпа та автор ӑна вӑйлӑ тустарнӑ та имӗш.

«Статьяна экстремислӑ пулнине сӳтсе явнӑ-и эсир Мочаловпа?» — ыйтсан Илле Иванов хирӗҫлемен, анчах калаҫу ҫак айӑплава тӳрре кӑларассине Европӑри ҫын прависене хӳтӗлекен суда ҫитересси пирки пынӑ тесе ӗнентернӗ.

Тӑхтав хыҫҫӑн Н. Столбов ваккат суд ӗҫ хучӗсем ҫумне __/news/3985.html|«Чӑваш Республикин ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем И.Иванова хӳтӗлесе ҫырнӑ уҫӑ ҫырӑва»__ хушма сӗннӗ. Ӑсчахсемпе культура ҫыннисем алӑ пуснӑ хута тӳре йышӑннӑ. Николай Столбов ҫавӑн пекех __Атнер Петрович Хусанкай__ хатӗрленӗ айӑпланакан статьян тишкерӗвне ӗҫ хучӗсем ҫумне хушма ыйтнӑ — кунпа тӳре вара килӗшмен.

Тепӗр лару юнкун, авӑнӑн 25-мӗшӗнче, иртмелле.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем