Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсенче шӑпӑрлансем канаҫҫӗ кӑна мар, сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмалли ӗҫ-пулӑмсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Ак, иртнинче те ӑмӑртӑва хутшӑнса вӗсем спортпа туслӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.

Утӑн 26-мӗшӗнче __Шупашкарти__ «Олимпийский» тӗп стадионта ача-пӑча сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсен спартакиади иртнӗ. Унта республикӑра ӗҫлекен 19 уйлӑхран 12 сывлӑха ҫирӗплетекен учреждени хутшӑннӑ. Спартакиада программине 5 спорт тӗсӗ кӗнӗ: хӗрачасем тата арҫын ачасем хушшинчи уйрӑмшар ҫӑмӑл атлетикӑпа эстфета, мини-футбол, урам баскетболӗ, шашкӑлла вылясси тата вӗрен туртасси.

Хӗрачасен ушкӑнӗсем хушшинче чи лайӑх кӑтартусене «Шурӑ чулсем» (выр. «Белые камни») тунӑ, арҫын ачасем хушшинче вара «Утёс» уйлӑхӑн яшӗсем ҫӗнтернӗ.

Мини-футболта чи вӑйлисем «Ҫӑлтӑрлӑ» (выр. «Звездный») уйлӑхӑн ушкӑнӗ пулса тӑнӑ, иккемӗшсем — «Шурӑ чулсем» уйлӑхӑн арҫын ачисем, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Космонавт» уйлӑхӑн ушкӑнӗ тухнӑ.

Урамри баскетбол спорт вӑййипе «Шурӑ чулсем» уйлӑхӗн хӗрачисем ҫӗнтернӗ, «Сывлӑм» (выр. «Росинка») уйлӑх ушкӑнӗ иккемӗш вырӑна тухнӑ, виҫҫӗмӗшсем вара «Космонавт» уйлӑх пулнӑ.

Шашкӑлла выляссипе «Ҫӑлтӑр» (выр. «Звездочка») уйлӑхӗ чи маттури пулнӑ, иккемӗш вырӑна «Шурӑ чулсем» уйлӑх ушкӑнӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшсем вара — «Космонавт» уйлӑхӑн шӑпӑрланӗсем пулнӑ.

Вӗрен туртассипе чи вӑйлисем «Шурӑ чулсем» уйлӑхӗн ушкӑнӗ пулса тӑнӑ, вӗсенчен кая мар «Ҫӑлтӑрлӑ» уйлӑх ушкӑнӗ пынӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Космонавт» уйлӑхӑн ачи-пӑчисем тивӗҫнӗ.

Ушкӑнӑн пӗтӗмӗшлӗ кӑтартӑвсем тӑрӑх «Шурӑ чулсем» уйлӑх тивӗҫлипех ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ, иккӗмӗш вырӑнта «Космонавт» уйлӑхӑн туслӑ ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Ҫӑлтӑрлӑ» уйлӑх тухнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ