Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш тӗнчинче пулса иртекен хӑш-пӗр пулӑма __чӑвашлӑха__ ҫутатакан МИХсем темшӗн асӑрхамасӑр иртсе каяҫҫӗ. Хаҫат-журналсемшӗн вӗсем те ытлашши пӗчӗк шайра пек курӑнаҫҫӗ, те хӑйсен ӗҫне-хӗлне чуна парса ӗҫлеменнинчен ҫапла пулса тухать.

__Шупашкарӑн__ аслӑ урамӗсенчен пӗринче — Ленин проспектӗнче — виҫӗ уйӑх ӗнтӗ чӑвашла баннер ҫакӑнса тӑрать: «Блин комов» кафе хӑйӗн ҫӗнӗ менюпе паллашма сӗнет. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналакан кафесем хулара ҫук мар-тӑр — шӳрпепе сире «Ҫӑлкуҫра» кӑна мар, ытти хупахсенче те апатлантарма хатӗр. Анчах кӑсӑклӑ баннерпа йыхравлакансен хушшинче «Блин комов» чӑн та уйрӑлса тӑрать.

Кафе ӗҫченӗсем каласа панӑ тӑрӑх __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/view/544133/?page=7|**«Чӑваш тутлӑхӗ»**__ вӗсен менюре Химандритов Алексей Николаевич килсен ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе кунта халӑх апат-ҫимӗҫӗнчен 4 апат хатӗрлеме тытӑннӑ: «Какай шӳрпи» (пӗрле пӗчӗк хуплу илсе килсе параҫҫӗ), «Хӗрлӗ хуран кукли» (ӑшӗ ҫӗрулмирен-тӑпӑрчӑран, чустине хӗрлӗ кӑшманпа хатӗрленӗ), «Ӳсӗр сысна» (ҫӗрулми нимӗрӗпе параҫҫӗ, сысна урине сӑрапа техӗмленӗ тет), «Кишӗр кукли». Кафе ӗҫченӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх чӑваш апачӗ хӑнасене питӗ килӗшет, вӗсем ӑна кӑмӑлпах тутанаҫҫӗ.

Наци вулавӑшӗпе «Мир Луксор» кинотеатр таврашӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтра хырӑм выҫсан «Блин комова» (наци вулавӑшӗнчен кӑшт ҫӳлӗрех вырнаҫнӑ) кӗме сӗнетпӗр! Апатне вӗсем чӑн та тутлӑ хатӗрлеҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй