Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Муркашра__ паян Илле Ивановпа «Сӗтев» хаҫата айӑплакан черетлӗ суд иртрӗ. Ларӑва килнисен умӗнче ыйтусем ҫине Романова Тамара тата ФСБ ӗҫченӗ хуравларӗҫ.

Патшалӑх канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романовӑна суда айӑплакан ен чӗнсе илнӗ имӗш. Хӑйӗн сӑмахӗнче вара Тамара Ивановна Илле Иванова майлӑ тухса калаҫнӑ — статья ун шухӑшӗпе хавшакрах пулса тухнӑ, авторӗн ӑна ҫивӗчрех ҫырмалла пулнӑ иккен. Статьяра имӗш чӗлхене хӗсӗрлени пирки кӑна мар, халӑха хӗснине те (кунта вӑл Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицее хупнине асӑнчӗ), айӑплӑ ҫынсен хушамачӗсене те каламалла пулнӑ иккен. Юлашки тапхӑрта чӑн та чӑвашлӑха ура хуни нумайланчӗ — аслӑ шкулсенче __/news/3128.html|чӑваш кафедрисене ыттисемпе пӗрлештереҫҫӗ__, чӑвашла хаҫатсене __/news/3307.html|пӗр ҫыхха пухаҫҫӗ__, тата ыт.те. Наци телекуравӗн ертӳҫине суйлама пултарайманни те халӑха пулӑшмасть ӗнтӗ.

Ларӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче ФСБ ӗҫченне ыйтусем пачӗҫ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх вӗсен служби следстви ирттерсе статьяна Илле Иванов ҫырнине палӑртнӑ. Ҫакна телефон калаҫӑвне итленӗ май пӗлме пултарнӑ имӗш. Хӳтӗлев енне шӑп ҫак самант кӑсӑклантарчӗ те. Харпӑр ҫын телефонпа мӗн пирки калаҫнине ӑна вӑтам е йывӑр статьяпа айӑпланӑ чухне итлеме май пур иккен. Илле Иванова айӑплакан статья вара — ҫӑмӑл йышшисенчен, ун пек чухне РФ Конституцийӗ ҫын калаҫӑвне итлеме чарать иккен. Унсӑр пуҫне пуҫилле ӗҫне кӗне материалсенче калаҫӑва ҫырса илнӗ самант суд ирӗк панӑ умӗнхи датӑпа иккен. Суд ҫын калаҫӑвне итлеме ирӗк парас умӗнех ФСБ вӗсене сыхланӑ пулса тухать — хӳтӗлекен ен пӗлтернӗ тӑрӑх кунта е суда суйни е йӗркене пӑсни палӑрать. Илле Иванов ҫав суд мӗнле материала тӗпе хурса итлеме ирӗк панине пӗлес тесе, унти материалсене ҫак ӗҫ ҫумне хушма евит пачӗ пулин тӳре килӗшмерӗ (сӑмах май, айӑплакан ен те хирӗҫ марччӗ).

ФСБ ӗҫченне илес пулсан вӑл хӑйӗн хуравӗсене пӑрӑнарах пама тӑрӑшрӗ — хӑҫан пулса иртнине тӗплӗ калама пултараймарӗ е ыйту ҫак ӗҫпе ним енчен те ҫыхӑнман текелерӗ. Тӗслӗхрен, Борис Чиндыков айӑпланакан статья ӑна вуланӑ хыҫҫӑн саккуна пӑсакан мӗнле те пулин ӗҫ-пуҫ тума хистерӗ-и тесе ыйтсан — статьяна ку тӗлӗшпе хакласси унӑн ӗҫӗ мар тесе пӗлтерчӗ. Маларах, паллах, ку ыйту ҫине экспертсем хуравламалла терӗ, Борис Борисович статьяна экспертсем валли мар, пурин валли те ҫырнӑ тесе тӳрлетсен те ФСБ ӗҫченӗ ыйту ҫине тӗплӗ хуравлас темерӗ. Хӑйӗн ҫине те вӑл ниепле яваплӑх илмерӗ — вӑл, имӗш, пуҫлӑхсем хушнине пурнӑҫланӑ.

Тепӗр лару утӑн 24-мӗшӗнче иртмелле. Столбов Николай ваккат суд ларӑвне тепӗр вӑхӑта куҫарма ыйтрӗ — ҫав кун вӑл пушӑ мар иккен, унӑн тепӗр ларӑва хутшӑнмалла. Тӳре ун хӳтне кӗмерӗ, юнкунах лартрӗ — Муркашра иртекен суд ун шухӑшӗпе Елчӗкри ӗҫрен (Николай Анатольевич унта пӗр кинемейӗн правине хӳтӗлемелле) пӗлтерӗшлӗрех пулмалла имӗш. Суд пӗтӗмлетӗвӗн яваплӑхне туякан тӳререн чӑн та тивӗҫлӗ йышӑну тӑвасса шанас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть