Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкӑн __Нестер Янкас__ поэт ҫырнӑ «Ҫывӑх тус» сӑввипе __https://soundcloud.com/tarajkun/cjaikf5oyfkm_**«Танлаштармӑп»**__ юрӑ ҫырнӑ. «Мӗнех вара? Халӗ юрӑ ҫырман ҫын та сахал пулӗ...» — кӑмӑлсӑрланӗҫ ахӑртнех хӑшӗсем. Ҫапла, паян сӑвӑ та такам та ҫырать, кӗвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кӑна темелле-ши?.. Теприсем вара сӑввине те шӑрҫалаҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, микрофон тытса сцена ҫине те хӑйсемех тухаҫҫӗ. Юрӗ-ха, чӑннипех пултаруллисем пулсан савӑнмалли кӑна юлать. Анчах пиҫсе ҫитменнисем пирки мӗн каламалла-ши? Юрӗ, таҫта айккинеллех пӑрӑнтӑм курӑнать. «Тарай» ушкӑн патнех таврӑнам-ха.

Ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл __чӑваш чӗлхине__ илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Таллинта чӑваш фольклор ушкӑнӗсем иккӗ иккен. Пӗри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир __/news/3132.html_пӗринче ҫырнӑччӗ__. «Тарай» ушкӑнта тӑваттӑн. Бас музыка инструменчӗпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тӑрӑшакан Сергей Чекулев, ҫапса каламалли инструментпа — журнал редакторӗ Дан Ротарь. Гитарӑпа Александр хӑй вылять. Хӑй вӑл Таллинти техника университетӗнче преподавательте тӑрӑшать. Джаз аккорчӗпе диско витӗмне хутӑштарса вӗсем хӑйне евӗр чӑваш юррисем ҫыраҫҫӗ. «Чӑваш пентатоники валли хӑйне май виҫе тупма ӑнтӑлатпӑр», — тесе ӑнлантарнӑ Александр «Ирӗклӗ сӑмах» сайта. Сӑввисене чӑвашсен паллӑ поэчӗсенне — Нестер Янкасӑнне, __Илле Тукташӑнне__, __Андрей Петоккинне__ — илеҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын