Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Мӑн Шетмӗ__ тӑрӑхӗнчен паллӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Ҫав йышра литературӑпа ӳнерте палӑрнисем те. Вӗсен шутне __Четрикре__ ҫуралса ӳснӗ __Николай Петрович Петрова__ кӗртетпӗр. Вӑл учитель пулнӑ — шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, директорта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах поэзи пахчинче ырми-канми вӑй хунӑ. Ӑна эпир чӑннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сӑвӑҫи тетпӗр.

__Мӑн Шетмӗри__ вӑтам шкулта Николай Петрова асӑнса литература каҫӗ иртрӗ. Ку икӗ пулӑмпа сӑлтавланнӑ: ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче учитель-сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарчӗ тата ҫӗртмен 23-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа виҫӗ ҫул ҫитет. Питӗ шел, мал ӗмӗтлӗ ҫынӑн кун-ҫулӗ кӗске килчӗ, хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваймарӗ.

Тӗлпулӑва шкул директорӗпе А.И. Васильевпа С.М. Назарова вӗрентекен ертсе пычӗҫ, унта шкулти 5, 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правлени пайташӗсем пиллӗкӗн килнӗ. __Красноармейскинчи__ вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В. Михайловпа районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С. Гурьева Н. Петровӑн ӗҫӗпе пултарулӑхӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗҫ, электронлӑ хӑтлавсене кӑтартрӗҫ, сӑввисене вуларӗҫ. Вячеслав Сергеев, Алла Яковлева тата Елизавета Петрова вӗренекенсем поэтӑн ачасем валли ҫырнӑ сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ.

Хӑйсен юратнӑ пиччӗшӗ ҫинчен унӑн шӑллӗ Василий Петров тата йӑмӑкӗ Надежда Марчук ӑшшӑн аса илчӗҫ. Ҫавӑн пекех Николай Петровӑн тус-юлташӗсем — Н. Янкас пӗрлӗхӗн правлени председателӗ __Г. Ефимов-Тусли__, унӑн ҫумӗ __Н. Ершов-Янгер__ тата таврапӗлӳҫӗсен районти уйрӑмӗн ертӳҫи В. Константинов-Улӑхсем ҫыравҫӑсем ӑшпиллӗ сӑмахсем каларӗҫ. Ял ҫыннисен ячӗпе кунти ветерансен ертӳҫи И. Ильин тухса калаҫрӗ.

Ҫак тӗлпулу асра юлтӑр тесе, В. Константиновпа Н. Ершов хӑйсен кӗнекисене Н. Петровӑн ҫывӑх тӑванӗсене парнелерӗҫ. Тӗлпулура поэтӑн тата ӑна халалланӑ сӑвӑсем янӑрарӗҫ. Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ поэтӑн килӗнче упранма Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн паллине парса хӑварчӗҫ. Поэт тӑванӗсем хӑйсен пиччӗшне ҫапла чысланӑшӑн тав турӗҫ.

Сывпуллашас умӗн Н. Петровӑн тӑванӗсем тата пынӑ хӑнасем унӑн Мӑн Шетмӗри вилтӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хучӗҫ, асӑну сӑмахӗсем каларӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть