Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шупашкар __ГЭСӗ Ҫӗнӗ Шупашкар__ хула администрацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса «Перекетле» ятпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑннӑ. Унта хулари 4, 5, 8, 10-мӗш шкулсенче тата 6-мӗш гимназире вӗренекенсем, «Кӑткӑ» ҫамрӑксен экологи дружинине тата «Вӑйӑ экологийӗ» секцине ҫӳрекенсем — пурӗ 130 ача — хутшӑннӑ. Вӗсем __Атӑл__ ҫыранӗнчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.

Ҫын хыҫҫӑн юлакан тасамарлӑха пуҫтарма кӑмӑллах маррине шута илсе акцине хаваслӑх кӗртме шут тытнӑ — ачасен хӑйне май япала тупмалла пулнӑ. Пӗр сехет ӗҫленӗ хушӑра вӗсем 150 михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Ӗҫне кура хавхалантарас тесе гидроэнергетиксем кашни ушкӑнах Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Экологи шӑматкунлӑхне аппӑшӗпе пынӑ 4-ри Данил Зайкина та кӳрентермен — ятарлӑ парнепе савӑнтарнӑ.

Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн «Тархасшӑн, ан варалӑр! Кунта ачасем тирпейленӗ!» тесе ҫырса ҫапнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын