Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ паян, ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче, паллӑ тӗпчевҫӗ-ҫыравҫӑ __Геннадий Фёдорович Трофимов-Юмарт__ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗ «Текстологи тата куҫару ыйтӑвӗсем» ятпа анлӑ лару ирттерчӗ.

Шел те, Геннадий Фёдорович хӑй ҫак ларӑва килеймерӗ — сывлӑхӗсем хавшанӑран (куҫӗ курмасть унӑн) вӑл курӑмлӑ мар мелпе хутшӑнчӗ, пурне те салам сӑмахӗ каласа ячӗ. Апла пулин те пухӑннӑ ӑсчахсем паллӑ тӗпчевҫӗн ӗҫӗсене аса илсе вӗсен пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Куҫару ыйтӑвӗсемпе тухса калаҫакансем та сахал мар пулчӗҫ — ЧПУ-н чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ __Елена Нарпи__, институтӑн сӑмах кӗнеки, ярӑмлӑ кӑларӑм тата электронлӑ энциклопеди пайӗн пуҫлӑхӗ __Геннадий Анатольевич Дегтярёв__, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников тата ыттисем.

__Геннадий Юмартӑн__ кун-ҫулӗпе институтӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ __Ирина Софронова__ каласа пачӗ. Ҫак кунсенче «Чӑваш литература пӗлӗвен, куҫару ӗҫӗн тата фольклористика ыйтӑвӗсем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ иккен, унта Г.Ф. Юмартӑн вырӑсла ҫырнӑ статьисем кӗнӗ. Ирина Владимировна ҫӗнӗ кӗнекепе те паллаштарчӗ (ӑна институтра 180 тенкӗпе туянма пулать).

Анлӑ лару вӗҫленнӗ май институтӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн пуҫлӑхӗ __Вячеслав Ендеров__ пӗтӗмлетӳ турӗ, доклад калакансен сӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ.

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/150032/?p=0_**Сӑнсем**__ (14)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та