Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитсе пынӑ май республикӑн тӗп хулин илемӗпе, паллӑ вырӑнсемпе паллашма __Шупашкара__ ют ҫӗршывран килнӗ ҫулҫӳрӗвҫесем килме тытӑнчӗҫ. Чӑваш Республикине килсе курма кӑмӑл тӑвакансем тӑван кӗтесе таврӑниччен асӑнмалӑх чӑваш нацине паллӑртакан пӗр-пӗр символикине туянма манмаҫҫӗ. Ҫакна пула Шупашкар Арбачӗ майӗпен ҫуллахи ӗҫ графикне куҫма тытӑнчӗ. Кунсерен суту-илӳ палаткин шучӗ ӳссех пырать, ӗҫ вӑхӑчӗ вӗсен вара таврана каҫ пусаричченех тӑсӑлать.

Сувенирсен лавкаҫисен ӗҫӗ самаях кӑсӑклӑ. Арбат урамӗ тӑрӑх ҫӳрекен ҫынсем хушшинчен ҫулҫӳреве уйӑрса илме пултарни хӑйне май пӗчек пултаруллӑх. Ҫулҫӳреве калаҫтарса, сувенирсене сӗнсе сутма пултарни те уйрӑмах паха ен.

Иртнӗ ҫулсенче алӑстисемпе сутӑҫӑсем чатӑрта суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫланӑ, халӗ вара хула мэрийӗ чатӑрсенче сутса тӑрас ӗҫӗ пӑрахӑҫлантарнӑ. Вӗсен шучӗпе наци сувенирӗсене Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗнче чатӑрта сутса тӑни ҫулҫӳревҫӗсем хушшинче ырӑ мар витӗм кӳрет. Ҫакна пула пӗлтӗртен Арбат урамӗнче суту ӗҫӗ пӗр пек пысӑках мар «пӳлемсенче» ирттерме пуҫларӗҫ. Кӑҫал вара сутӑҫӑсене хӑйсене пӗр стилӗ пӑханма ыйтаҫҫӗ. «Сутӑҫӑсем валли ятарлӑ пӗрпек ҫипуҫ ҫӗлес ыйтӑва та малашлӑхра татса памалла. Унӑн хакӗ пысӑках мар пулӗ», — пӗлтерет потребитель пасарӗн аталанӑвӗн тата Шупашкар хулин усламлӑх администрацийӗн управленин начальникӗ Фасиха Солдатова. Арбатри сутуҫӑсен ӗҫ-хӗлӗнче ҫитес вӑхӑтсенче улшӑнусем кӗтни ҫинчен тӳре-шара та шантарса калаҫҫӗ.

Паянлӑха Арбат урамӗнче 43 сувенир «пӳрчӗ». Ҫитес вӑхӑтсенче вӗсен шучӗ чакма пултарать, мӗншӗн тесен икӗ-виҫӗ ҫӗртрех ӳкерчӗксем, декаративлӑ лӗпӗшсем сутас ӗҫ пырать.

Тем тесен те Арбат урамӗнче суту-илӳ ӗҫӗ чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗ улшӑнусем суту ӗҫнӗ татах та тухӑҫлӑрах тӑвасса шансах тӑрас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть