Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

И.Н. Ульянов ячӗллӗ __Чӑваш патшалӑх университетӗнчи__ чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ, унӑн ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗ пирки шухӑшланӑ май тӗрлӗ регионти аслӑ вӗренӳ шкулӗсемпе те тӑтӑш ҫыхӑну тытать. Йошкар-Ола, __Хусан__, Стерлӗ, Ӗпхӳ, Мускав тата ытти хуласенчи вузсемпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ ӗнтӗ. Вӗсен ӑсчахӗсемпе студенчӗсемпе пирӗн пата, пирӗн вара вӗсем патне килсе ҫӳресе пӗлӗве туптасси йӑлана кӗнӗ пулӑм темелле.

Акӑ акан 11-13-мӗшӗсенче Мускаври патшалӑх педагогика универстечӗ (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри VII ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерчӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн доценчӗсем Г.Г. Ильина «Структурные особенности чувашских тӗшмӗш халапӗ: на примере устных рассказов о персонажах леса» темӑпа, Е.П. Чекушкина «История перевода современной татарской литературы на чувашский язык» темӑпа, Е.Р. Якимова «Отражение особенностей традиционной культуры в чувашской литературе» темӑпа докладсем турӗҫ кунта. И.В. Софронова доцент кӗретсӗр майпа хутшӑнчӗ конференци ӗҫне.

Ҫакна та палӑртмалла, мускавсем ҫиччӗмӗш хут ирттерекен ӑслӑлӑх ларӑвне пирӗн факультет преподавателӗсем кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ, филологсене канӑҫ паман кӑсӑк темӑсене Мускаври филологи факультечӗн тутар уйрӑмӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ, наукӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй