Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗлӗк-авалхи вӑхӑтра пирӗн чӑваш халӑхӗн ӗҫ-хӗлпе тата ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесем чылай пулнӑ. Вӗсен хушшинче — ҫӑварни. Ҫак уяв йӑлисене аса илсе тата малалла тӑсас тӗллевпе __Хырхӗрри__ ӳнер ҫурчӗпе тӗп шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӑварни ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗ умне халӑх чылаях пуҫтарӑнчӗ. Уява тӑван ен культурине вӗрентекен Г.А.Белкова уҫрӗ, __Хырхӗрри__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Н.Воробьева сӑмах пачӗ. Анатолий Николаевич пуҫтарӑннисене салам сӑмахӗ каласа уява тулли кӑмӑлпа ирттерме сунчӗ. Сцена ҫине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем тухса сӑвӑсем каларӗҫ. Унтан ӳнер ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ушкӑнӗ ҫӑварни юррисене илемлӗн шӑрантарчӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасемпе ял ҫыннисем хӗл кӗлетки тавра ҫаврӑнса ташласа савӑнчӗҫ.

Уявра тӗрлӗрен спорт вӑййисем те пулчӗҫ. Вӗсене Вениамин Васильевич Белков спорт ветеранӗ ӗлӗкхи вӑйӑсемпе ҫыхӑнтарса выляттарчӗ, ӑна физкультура вӗрентекенӗ А.В. Гаврилов пулӑшса пычӗ. Чӑн малтан хӗрачасемпе хӗрарӑмсем атӑ-пушмак, арҫын ачасемпе арҫынсем урана калуш тӑхӑнса аяккарах ывӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ. Унтан ушкӑнсене уйрӑлса вӗрен туртассипе хӗрӳ тупӑшу пуҫланчӗ, хӗрачасен ушкӑнне ҫитекенни пулмарӗ. Часах «сӑрт патши» («царь горы») вӑйӑ пуҫланчӗ. Юр сӑрчӗ ҫине икшерӗн хӑпара-хӑпара пӗр-пӗрне аялалла тӗртсе антарма тӑрӑшрӗҫ хутшӑнакансем. «Сӑрт патши» ята тӑххӑрмӗш класра вӗренекен М.Белков тивӗҫрӗ.

Ятарласа уява валли маттур хӗрсемпе кинемейсем икерчӗ тата ытти тутлӑ ҫимӗҫсем хатӗрлесе-пӗҫерсе килнӗ. Сӗтел ҫинчи сӑмаварсем те пӑсланса ҫеҫ тӑчӗҫ. Кашниех семлӗ ҫимӗҫе тутанса пӑхма тӑрӑшрӗ. Авалхи йӑлана пӑхӑнса хӗл кӳлепине тивертсе ҫунтарса янипе уяв вӗҫленчӗ. Ял-йышсем вара уяв ӑшшипе савӑк кӑмӑлне хӑйсемпе пӗрле илсе кайрӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи