Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Ҫӑварни__ — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.

__Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкери__ вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.

Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.

Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.

~~–И-и! Ҫӑварни, ҫӑварни!

Катӑк ҫатма икерчи

Эрне хушши ҫитерет~~, — янӑрарӗ шкул картишӗ.

Ун хыҫҫӑн вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Мӗнле кӑна вӑйӑ-кулӑ шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Ҫӑварни ҫуни капӑрлатасси, чи тулӑх сӗтел хатӗрлесси, ушкӑнсемпе ӑмартасси, вӗрен туртасси тата ытти тӗрлӗ вӑйӑ — вӗсенче ачасем хаваспах хутшӑнчеҫ.

Ачасене, паллах, капӑрлатса илемлетнӗ ҫунасемпе пӗр-пӗрне туртса чупни пуринчен те ытларах килӗшрӗ.

Уяв, яланхи пекех, улӑм катемпине чӗртсе ҫунтарнипе вӗҫленчӗ. Авалхи йӑлапа чир-чӗртен сывалма ҫунакан «Ҫӑварни карчӑкӗ» йӗри-тавра кашниех виҫӗ хутчен чупса ҫаврӑнма тӑрашрӗ. «Ҫӑварни карчӑкӗ! Тутлӑхлӑ пул, чипер кай! Чир-чӗре ялтан илсе кай!»

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ