Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ ХХI ларӑвӗнче район талисманне йышӑнчӗҫ.

__Красноармейски районӗ__ хӑйӗн символикисемпе пуян, унӑн гербӗпе ялавӗ тата гимнӗ пур. Кунсӑр пуҫне мӗн пур 9 ял тӑрӑхӗнче те ҫав элемсем пур.

Трак енсем кунпа ҫеҫ чарӑнман, малалла кайма шут тытнӑ. «Ялти туризма аталантарасси», «Красноармейски районӗн яш-кӗрӗмӗ: 2011–2020 ҫулсем» тӗллевлӗ программӑсене пурнӑҫласа районӑн талисманне палӑртас тата туса хатӗрлес енӗпе уҫӑ конкурс палӑртнӑ пулнӑ. Район администрацийӗнче икӗ уйӑх хушши пирӗн района халалланӑ, хӑйне евӗр мелӗпе (стилӗпе) пурнӑҫланӑ, маларах ытти тупӑшусене тӑратман ӗҫ-сувенирсене йышӑннӑ. Пӗтӗмпе конкурса 19 ӗҫ тӑратнӑ пулнӑ.

Талисмана палӑртас тӗлӗшпе райадминистрацин фойинче ҫав ӗҫсенчен конкурс йӗркеленӗ, курава хутшӑннисем, куракансем вӑл е ку ӗҫшӗн хӑйсен сассисене пама пултарнӑ.

Талисмана палӑртас тӗлӗшпе конкурс комиссийӗ мӗн пур ӗҫсене пур енлӗн тишкерсе хакланӑ. Каярах комиссипе районта пурӑнакансен шухӑшӗ пӗр килнӗ. Пурне те «кӗмӗл тӗслӗ шлем, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ (район символӗсен элеменчӗсемпе илемлетнӗ), пиҫиххи ҫыхнӑ, ӑна «Трак Упи» наци ялавӗн элеменчӗсемпе илемлетнӗ, («Трак ен Упи») «упа» килӗшнӗ. Ҫак ӗҫе __Красноармейски__ вӑтам шкулӗнче ӳнер ӗҫне вӗрентекен А. М. Иванов пурнӑҫланӑ.

Упа — вӑй тата паттӑрлӑх палли. Чӑваш халӑх историйӗнчен ҫакӑ паллӑ: пирӗн ҫар пуҫӗсем хушшинче хӑйсен йӑхташӗсене ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫине илсе каякансем те сахал мар пулнӑ. __Атӑлҫи Пӑлхар__ ҫӗршывӗн чылай хулисемпе ялӗсене аркатса тӑксан, унти халӑх ҫӗнӗ ҫӗрсене куҫса кайнӑ. Пирӗн тӑрӑха, авӑ, Упи-паттӑр йӑхташӗсемпе куҫса килнӗ.

Шлем — ӗлӗк вӑрҫӑра пуҫ аманасран тӑхӑннӑ металран тунӑ ҫӗлӗк, хӳтӗлев символӗ, истори, культура, наци тата вырӑнти ытти йӑласене пӗлтерет.

Пиҫиххи — кӗпе-тумтир ҫинчен ҫыхмалли япала ҫеҫ мар, пысӑк паллӑ. Арҫын пиҫиххийӗ ар аталанса ҫитнине, унӑн вӑйӗпе паттӑрлӑхне палӑртать. Ахальтен мар пиҫиххи ҫине хӗҫ е укҫа хутаҫҫи ҫакнӑ. Кӗпе районӑн гербӗпе тата ялавӗпе пӗрешкел, вӑл упан чысӗпе мӑнаҫлӑхне палӑртать.

Талисман-сувенирпа районта иртекен мӗн пур мероприятисенче усӑ курӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем