Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тавралӑхра — шап-шурӑ юр. Уй-хирсенче вӑл, уйрӑмах хӗвеллӗ уяр кун, асамлӑ кӗмӗл ҫутӑпа аякранах йӑлтӑртатса выртать, хӑй патнелле йыхравлать. Ҫывӑхалла пырса тимлесе пӑхсан унта та кунта йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хӑшӗсем — ял урамӗсенче чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑ йӗрӗсем, хутран-ситрен вӑрӑм хӑлхаллӑ куян чалт! та чалт! сикни курӑнать. Тикӗсрех вырӑнсенче юр тӑрӑх ятарласа ансӑрах та мар ҫул туса пынӑ евӗр йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Ҫак йӗре мӗн хӑварни хальхи ял ҫыннисемшӗн те тупмалли юмах мар: кунта юр ҫунисемпе ҫӳренӗ.

__Комсомольски район__ тӑрӑхӗнче ҫывӑх вӑхӑтра, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен, «Снегоход» («Юр ҫуни») операци иртмелле. Ӑна районти шалти ӗҫсен пайӗн ҪХПИ (ГИБДД) уйрӑмӗн инспекторӗсемпе пӗрле Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем регистраци туман ҫилҫунасене тупса палӑртас тата ҫул ҫинчи хӑрушлӑхран асӑрханас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен юр ҫинче ҫӳрекен техника хатӗрӗсене, снегоходсене ӗнтӗ, саккунпа килӗшӳллӗн вӑхӑтра шута илмелле. Паянхи кун тӗлне районта виҫӗ ҫилҫуна шута тӑратнӑ.

Ҫапла вара, юр ҫунисемпе пӗр хӑрамасӑрах хӑлхасенче ҫил шӑхӑртса ярӑнас килсен, малтанах саккуна пӑсмасӑр «урхамахсене» шута тӑратмалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи