Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнеке пичетленсе тухмалла. Ӑна __Иван Яковлевич Тенюшев__ ҫыравҫӑ 90 ҫул (1923) тултарнӑ май кӑлараҫҫӗ.

«Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем» кӗнекене чӑваш халӑхӗн халапӗсем кӗнӗ. Хайлавсен йышӗ __Атӑлҫи Пӑлхар__ вӑхӑтӗнче __Шупашкара__ епле никӗслени ҫинчен каласа панипе пуҫланать. Халапсенче паттӑрсен шутӗнче улӑпсем ҫеҫ мар, ахаль халӑх та хӑйсен ӗҫӗпе паттӑррӑн курӑнать.

**__Тенюшев Иван Яковлевич__** 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче __Патӑрьел районӗнчи__ __Алманчӑ__ ялӗнче ҫуралнӑ.

Йӗпреҫ район хаҫчӗн, ҫӑвӑн пекех «Вучах», «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче те, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ вырӑнӗнче те тӑрӑшнӑ.

Литература ӗҫне 1958 ҫулта кӳленнӗ — калавсем, илемлӗ очерксем, роман ҫырма пуҫланӑ. Вырӑс ҫыравҫисен кӗнекисене куҫарнипе те паллӑ вӑл — Л. Толстойӑн «Детство. Отрочество. Юность»; Н. Котышен «Чайка» кӗнекисене вулакансем патне чӑвашла ҫитернӗ. Пурӗ 10 кӗнеке ытла кӑларнӑ. Тӗп кӗнекисем: «Ҫыхман ҫапӑ — шӑпӑр мар», «Юратусӑр пурнӑҫ ҫук», «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» тата ыттисем.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын