Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.1 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Утӑн 28-мӗшӗнче Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи __Шарпаш__ (Ойкасы) ялӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Ҫак уява пуҫлама Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхне Н.Е.Хорасёва ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Пурте ура ҫине тӑрса «Аки-сухи» юрра юрларӗҫ. Ун хыҫҫӑн ватӑсемпе хӑнасене Людмила Матвеева хӑй вӗретсе тухнӑ кӑпӑклӑ сӑрапа сӑйларӗ, пурте уяв ҫӑкрине тӑварпа пусса ас тивсе пӑхрӗҫ.

Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв шарпашсене ял уявӗ ячӗпе саламларӗ, общество ӗҫне хастар хутшӑнакансене Тав хучӗсем парса чысларӗ, ялти чи ватӑ ҫынсемпее чи ҫамрӑккисене парнесем пачӗ. Уяв тӑршшӗпе ял ҫыннисене __Шупашкартан__ килнӗ «Уяв» ансамбль хӑйӗн юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗ.

Уяв программи ҫулсерен пуянланса кӑсӑклансах пырать. Кӑҫал кунта __Шарпашра__ ҫуралса ӳснӗ Викторова (Глухова) Эльвира Сергеевна тӗрӗ ӑстин куравне йӗркелерӗҫ. Унта пурӗ 31 ӗҫ. Эльвирӑн тӗррисем куҫа илӗртеҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ, чуна хавхалантараҫҫӗ. Тен ҫавӑнпах та пулӗ, уяв вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ «Савнӑ ялӑм, тӑван ял!» сӑвӑ конкурсӗнче ҫакӑн пек йӗркесем шӑранчӗҫ Марина Тихоновӑпа Татьяна Матвеева чунӗсенче (вӗсем Шарпаш ялӗнчи чи пултаруллӑ кинсенчен пӗрисем).

~~Эп юратнӑ Шарпаш ялӗ

Пысӑк та мар, пӗчӗк мар:

Шур хурӑнлӑ 3 урамӗ.

Ял-йышсем, ӑна упрар!

Ҫамрӑксем ялтан тармаҫҫӗ,

Ватӑсене пӑрахмаҫҫӗ.

Халӑх туслӑ пурӑнать,

Шарпаш ятне вӑл упрать.

Юрӑ-ташӑ ташласа,

Чун-чӗререн савӑнса,

Кашни ҫул сана савса

Пуҫтарнатпӑр ҫакӑнта.~~

Юлашкинчен пурте пӗрле уяв сӗтелӗ хушшине ларса шӳрпе ҫирӗҫ, дискотекӑра сӗм тӗттӗм пуличченех ватти-вӗтти савӑнчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ