Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.8 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче, Вӗренӳ министерствинче __http://comissi.chv.su/_Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн__ черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич ертсе пычӗ.

Пурӗ комисси пайташӗсем 4 ыйту пӑхса тухрӗҫ: __/news/2181.html_«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел__ панӑ сӗнӳсене ырласси; Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсен куҫарӑвне ҫирӗплетесси; чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртесси; Комиссин 2012 ҫулхи 2-мӗш ларури ыйтӑвӗсене палӑртасси.

«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтелӗн сӗнӗвӗсенче ырӑ шухӑшсем нумай пулнине палӑртрӗҫ. «Хӑш-пӗрисем, паллах, укҫа-тенкӗ тупма май килменрен тата ытти сӑлтавсене пула сӗнӳ шайӗнчех юлӗҫ, теприсемпе вара ӗҫлеме тивӗ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ.

Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ятсен куҫарӑвӗсемпе __Атнер Петрович Хусанкай__ паллаштарчӗ. Тӑратнӑ списока 1-мӗш утӑмра пӑхса тухнӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑрханӑ уйрӑм кӑлтӑксене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн ӑна тепӗр ларура ҫирӗплетме йышӑнчӗҫ. Куҫару моделӗпе те килӗшрӗҫ.

Чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртессипе __Геннадий Анатольевич Дегтярёв__ тухса калаҫрӗ. Вӑл ыйту мӗнле ҫуралнипе паллаштарчӗ, мӗншӗн ҫак вариантсене суйласа илнине каласа пачӗ. Комисси пайташӗсене Ижедер Ф., Ишентер Н., Рсай В., Кели Г., Еллиев Е. ҫыравҫӑсен псевдонимӗсем тавлаштарчӗҫ. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн списока вырӑсла вариантсемпе пуянлатма (тавлашулли вӗсен хушшинче те тупӑннине асанчӗҫ), списока кӗмен псевдонимсене хушма йышӑнчӗҫ.

Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн кӑҫалхи 2-мӗш ларӑвне чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерме килӗшрӗҫ, вӑл кун чӑваш чӗлхин орфографи правилисен ыйтӑвӗпе тухнӑ статьясен тишкерӗвне тума, культура учрежденийӗсен чӑвашла ячӗсене ҫирӗплетме тата ытти ыйтусене пӑхса тухма килӗшрӗҫ.

Саланас умӗн комисси пайташӗсем __Иван Андреевич Андреева__ ура ҫине тӑрса асӑнчӗҫ. Паллӑ чӗлхеҫӗн паян ҫуралнӑ кунӗ, пурӑннӑ пулсан 84 тултармаллаччӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин чӗлхесен сакунне тунӑ ӗҫе те хастар хутшӑнни пирки асӑнчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй