Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Акан 19-мӗшӗнче __Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ_чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче__ чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Чӑваш тумӗн уявӗ. Мӗн тери селӗм эсӗ, чӑваш кӗпи! Пирӗн умра мӗнле кӑна тӗрӗллӗ кӗпесем пулмарӗҫ пулӗ. Кашни кӗпен хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ.

Пирӗн умра тури, анатри чӑваш тумӗсем пулчӗҫ. Авалхи чӑваш кӗписем анчах мар, сцена валли ятарласа ӗҫлеттернӗ тумсене те сӑнарӑмӑр.

Факультет деканӗ __В.Г. Родионов__ профессор каласа хӑварнӑ тӑрӑх, турипе анатри чӑвашсен тумӗсен тӗррисем хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-мӗн. «~~Турисен тӗррисем вӗтӗрех, анатрисен вара шултӑрарах. Енчен те паянхи чӑвашсем тӗрӗллӗ масмак пуҫа ҫыхсан та еплерех илемлӗ те аван пулӗччӗ, тӳрех урампа чӑваш ҫынни пынине пӗлме пулӗччӗ~~», — терӗ хисеплӗ профессор.

Факультет ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех пӗчӗк курав та йӗркеленӗ. Тумӗсем анчах мар, капӑрлӑхӗсем те куҫа савӑнтарчӗҫ. Пирӗн шутпа, ку пурне те кӑсӑклантарчӗ. Халӗ тури чӑваш хӗрарӑмсем туя кайнӑ чух еплерех эрешсем ҫакса ҫӳренине куртӑмӑр. Анатрисем те ку енчен юлса пымаҫҫӗ. __Галина Геннадьевна Ильина__ доцент алӑпа туса хатӗрленӗ мӑй ҫыххипе, тухйипе паллаштарчӗ. Чӑн-чӑн ӳнер произведенийӗ.

Ҫакӑн пек уяв пулни ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ паха. Ку чӑваш филологийӗпе культурин студенчӗсене анчах мар, урӑх факультет студенчӗсене те питӗ килӗшнӗ, куҫ илми пӑхса тӑчӗҫ вӗсем илӗртӳллӗ уява. Уяв хыҫҫӑн кашни чӑваш хӑйӗн тумӗ ҫине пӗр-пӗр чӑваш тӗрри эрешлесе хурасса шанас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын