Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.8 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Муркаш тӑрӑхӗнчи__ «Путь Ильича» (чӑв. ~~Ильич ҫулӗ~~) ял хуҫалӑх фирми ҫулран ҫул вай хушсах пырать. Тӗслӗхрен, хуҫалӑх ертӳҫисем ҫитес вӑхӑтра ӗне кӗтӗвне 1 пин пуҫа ҫитерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫак ӗмӗте пурнӑҫлама вара тар тӑкса тӑрӑшаҫҫӗ: кӑҫалхи ҫу вӗҫнелле кунта 500 ӗне валли вите туса пӗтермелле ӗнтӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи Валерий Вязов пӗлтернӗ тӑрӑх кӗр ҫитиччен ҫӗнӗ ҫурта 600 пуҫ ӑратлӑ выльӑх килсе ҫитмелле иккен. Тепӗр ҫул вара ытти 500 пуҫ валли те вите хатӗр пулмалла.

Пысӑк ӗҫе халӑхсӑр тӑваймӑн, ҫавӑнпа та хуҫа каланӑ тӑрӑх выльӑх пӑхса ҫитӗнтерме шанчӑклӑ та ӑста ҫынсем сахал мар кирлӗ пулӗҫ. Ҫак тӗллевпе фирма пуҫлӑхӗ __Шупашкарти__ ял хуҫалӑх академине вӗренсе пӗтерекен ҫамрӑксемпе килӗшӳ тума шутлать. Хальхи ҫамрӑка яла тавӑрма ҫӑмӑл маррине те туять Валерий Вязов — ҫулсем юсамалла, хватерсем хатӗрлемелле. Шывӗ те нушникӗ те килтех пултӑр. Мӑшӑрпа килес пулсан ӑна валли те ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлемелле. Ӗҫленипе кӑна мар, пуш вӑхӑта та савӑнӑҫлӑ ирттересшӗн ҫамрӑксен. Вязов каланӑ тӑрӑх хальлӗхе 30 ҫын валли общежити хатӗр — халь тесен халь килсе пурӑн.

Ҫитес ҫуркунне хуҫалӑх 1200 гектар ҫӗр пусса тырӑ акса хӑварасшӑн. Ку, паллах, ҫителӗксӗр ӗнтӗ, ҫитес ҫулсенче «Путь Ильича» хуҫалӑх юнашарти __Элӗк районӗнче__ тепӗр 1200 гектар ҫӗр кивҫен илсе ӗҫе кӗртме ӗмӗтленет.

Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, хуҫалӑхри ӗҫсемпе Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килсе паллашрӗ. Республикӑпа шутласан пин ӗне вырнаҫтарма пултаракан виҫҫӗмӗш витери ӗҫсем епле пыни министра пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗҫ.

Мӗнех вара, Турӑ парсан, вӑй хурсан тем те тума пулать ӗнтӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть