Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче __Кӑкшӑмри__ спортзалта __Етӗрне районӗнчи__ «Заветы Ильича» (чӑв. ~~Ильич халалӗ~~) колхоза 17 ҫул хушши ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александровича асӑнса теннис турнирӗ иртрӗ. Ҫулсарен иртекен ӑмӑрту кӑҫал 7-мӗш хут ирттерчӗҫ. Вячеслав Александрович ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас, ял культурине аталантарас тесе хӑй вӑхӑтӗнче нумай тӑрӑшнӑ, Кӑкшӑм шкулӗнче вырнаҫнӑ музей валли материалсем пухас енӗпе чылай ӗҫленӗ. Кӑкшӑм ял администрацийӗ ҫулленех ун ячӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерме пулӑшать.

Кӑҫал теннис ӑмӑртӑвне Кӑкшӑмри шкул ачисем хастар хутшӑнчӗҫ. Чи маттуррисем Тимофеева Марина, Григорьева Кристина, Васюткина Мария, Алексей Кириллов, Александр Проказин, Михаил Жандаров тата Николай Крылов пулчӗҫ.

Аслисем хушшинчи кӗрешӳ те хастар иртрӗ. Кӑкшӑмри культура ҫурчӗн баянҫи Шаров А.В. яланхи пекех хастар пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем — Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем Алексей Антонов, Валерий Лапин, Максим Казанбаев. Вячеслав Александрович ывӑлӗ Юрий Вячеславович пурне те виҫӗ, икӗ тата ер литр пылпа хӑналарӗ, кунсӑр пуҫне вырӑнти ял администрацийӗ кашнинех медаль, хисеп хучӗ тата парнесем парса чысларӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та